Публицист шухăшĕ

25 Пуш, 2022

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Раççей çарĕсем паян Украинăра çар операцийĕ ирттернине ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе танлаштарчĕ: «Унта та нацизмпа кĕрешеççĕ…» Çавна май, ун шучĕпе, кăçал Çĕнтерӳ кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене паянхи лару-тăру та витĕм кӳмелле, çамрăксене патриотла воспитани парасси халь уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

8 Юпа, 2021

«Машинăсен сервис технологийĕсем» компанисен ушкăнĕ: Тракторсене çĕнĕ пурнăç парнелетпĕр

Шупашкарти «Машинăсен сервис технологийĕсем» компанисен ушкăнĕн ГК «Сервисные технологии машин» производство цехĕнче шавлă — ĕç вĕресе тăрать. Çĕнелнĕ Т-150 трактора кăтартнă май кунта ĕçлекенсем çак техникăна Оренбург облаçне ăсатма хатĕрленнине пĕлтерчĕç. Шупашкарта юсанă хăватлă К-700, Т-150 тракторсене чылай инçерех ăсатнă тĕслĕх те пайтах-мĕн – Иркутск облаçне, Хабаровск тăрăхне… Унта хăйсем юсаймаççĕ-шим? «Вĕсен пирĕн пек ăстасем çук», — шӳтлет компани директорĕ Игорь Павлов.

13 Утă, 2021

«Республика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр»

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕнче РФ Патшалăх Думине суйланма палăртнисем документсем тăратма тытăннă.

Тĕп суйлав комиссийĕн çумĕ Игорь Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра 3 çынран хутсем йышăннă: иккĕшĕ — партирен, пĕри — хăй тĕллĕн. «Малтан кандидатсен докуменчĕсене тĕрĕслетпĕр. Çитменлĕхсене тӳрлетнĕ хыççăн удостоверени паратпăр», — терĕ Игорь Васильевич.

13 Утă, 2021

Тӳрĕ лини — вакцинаци, инвестицисем, газификаци тата ытти тавра

Экономика, социаллă пурнăç, ЖКХ, çулсем, транспорт — ытларикун йĕркеленĕ, 2 сехет те 25 минута тăсăлнă тӳрĕ линире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен çак тата ытти темăпа çыхăннă 34 ыйтăвне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Уйрăм çынпа е пайăр территорипе çыхăннă ыйтусене те Олег Алексеевич анлăлатса республикăра пурăнакансен пысăк йышне пырса тивмелле хуравлама тăрăшрĕ – интереслĕ калаçу пулчĕ.

Pages