Çамрăксем
Студотряд хастарĕсем ăмăртаççĕ
Чӑваш Республикинчи професси пӗлӗвӗ паракан вӗрентӳ организацийӗсенчи студотрядсен йышӗнче професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пырать. Кунашкал тупӑшу республикӑра пуҫласа иртет. Паян Строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн колледжӗнче тупӑшӑвӑн пултарулӑх тапхӑрӗ иртрӗ.
Унта Чӑваш Ен вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров та хутшӑнчӗ. Студотрядсен юхӑмӗн хастарӗсен ырӑ пуҫарӑвĕсене тӗревлеме хатӗррине палӑртрӗ вӑл. Ҫуллахи тапхӑр, хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ, ҫывхарнӑ май ҫамрӑксене ӑнӑҫу сунчӗ.
Çĕнĕ центр уçăлчĕ
Пуçаруллă çамрăксен ĕçĕсем пĕлтерĕшлĕ
Паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Çамрăксен правительствин тата парламенчĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.
Çамрăк шыравçăсем пухăннă
Пуш уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре студентсен шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри слечĕ иртнĕ.
Мероприятие çĕршыври 43 регионран 150 çамрăк шыравçă пуçтарăннă. Çав йышра — И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георгий хăйăвĕ» тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» шырав отрячĕсем. Слета хутшăнакансем валли вĕренӳ тата культура программи хатĕрленĕ, йышпа ĕçлемешкĕн хăнăхтарма ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех студентсем музейсене çитсе курнă, Чăваш Енре шырав юхăмне йĕркелекенсемпе тĕл пулнă.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- …
- следующая ›
- последняя »












