Паян 14 çамрăкшăн пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕскерсене Правительство çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура пĕрремĕш паспорт пачĕç.
Паян Атӑл леш енчи "Буревестник" кану базинче "Ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑхӗн" куравӗ пулчӗ. Вӑл "Ҫамрӑксен хули - 2021" форумпа килӗшӳллӗн иртет.
Унта ЧР Вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетӑн ректорӗ Андрей Александров, ҫавӑн пекех ЧР Вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев хутшӑнчӗҫ.
Куравӑн тӗп тӗллевӗ - федерацин Атӑлҫи округӗнче вырнаҫнӑ регионсенчи ҫамрӑксен инновациллӗ наукӑпа техника пултарулӑхне хавхалантарасси.
Чăвашпотребсоюзăн «Салют» ача-пăча сывлăха çирĕплетекен лагерьте ЧР потребитель кооперацийĕсенче ĕçлекен çамрăксен форумĕ 8-мĕш хут иртрĕ. Унта республикăри кооператив предприятийĕсемпе организацийĕсенчи çамрăк специалистсем хутшăнчĕç. Кăçал ăна Раççейпотребкооперацийĕ 190 çул тултарнине халалланă.
Атăлçи федераци округĕн «iВолга 2021» çамрăксен форумне заявкăсем йышăнмалли тапхăр пуçланнă.
Кăçал ку мероприяти утă уйăхĕн 23-31-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Мастрюково кӳлли çывăхĕнче иртĕ. Унта хутшăнма Раççей Федерацийĕнче пурăнакан 18-35 çулсенчи çамрăксене йыхравлаççĕ. Пĕтĕмпе 2 пин çынна йышăнма палăртнă. Форумпа килĕшӳллĕн 2 грант конкурсĕ иртĕ.
Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусĕн воспитанникĕсем шăматкун присяга тытрĕç, тарăн пĕлӳ илсе Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсем пулма тупа турĕç.