Çамрӑксен палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ
Паян Правительство çуртӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗ çумӗнчи Çамрӑксен обществӑлла палатинин пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ.
- Çамрӑксен палати çамрӑксен юхӑмӗн локомотивӗ пулса пырать. Талпӑнуллӑ, тӑрӑшуллӑ, хастар хӗр-упраçпа яш-кӗрӗм кирлӗ пире, - терӗ ларӑва уçнӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов.










