Потребителе

12 Нарăс, 2021

Пуш уйăхĕнче хваттерлĕ пулĕç-ши?

Шупашкарти Энергетиксен урамĕнчи 6-мĕш çурта 2018 çултах хута ямалла пулнă. «Грандстрой» застройщик тума пуçланă объекта пайçăсем укçа хывнă. Предприяти ертÿçи пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çуртри ĕçсене вĕçлеме шантарнă, анчах лав вырăнтан тапранман.

14 Раштав, 2020

Вăхăтра туса пĕтермен хваттерсене графикпа килĕшÿллĕн хута ямалла

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен — пая кĕрсе нумай хваттерлĕ çурт тутаракансен правине хÿтĕлессине тухăçлă йĕркелеме туса хунă ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттерчĕ.

Ăна уçса каланă сăмахĕнче пайçăсене хваттер илме пулăшассишĕн республикăн ĕç тăвакан органĕсен пĕтĕмпех тумаллине аса илтерчĕ, тĕрлĕ сăлтава пула чарăнса тăнă строительствăна малалла тăснине çирĕп тĕрĕслесе тăма, вăхăтра туса пĕтермен хваттерсене графикпа килĕшÿллĕн хута яма ыйтрĕ.

1 Юпа, 2020

Ветерансем таксипе çÿрĕç

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ветерансем таксипе тÿлевсĕр усă курайĕç.

Кăçалхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççейри Яндекс тĕп директорĕ Елена Бунина килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пуснă май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллă проект пуçарнă. Хальлĕхе вăл Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурнăçланать. Асăннă хуласенче пурăнакан ветерансем таксие уйăхне тăватă хутчен тÿлевсĕр тытма пултараççĕ.

21 Авăн, 2020

Санкт-Петербурга ытларах вĕçме пуçлĕç

Шупашкарти аэропорт кĕрхи-хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕрленет. Çавна май самолетсен расписанийĕнче хăш-пĕр улшăну пулса иртĕ.

Аэропортăн кĕрхи-хĕллехи тапхăрĕ юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса пуш уйăхĕн 27-мĕшĕччен пырĕ. Хĕллехи вăхăтра Шупашкартан Санкт-Петербург хулине самолетсем хальхи пек эрнере виçĕ хутчен мар, тăваттă вĕçме тытăнĕç. «Победа» авиакомпани самолечĕсем ытларикунпа шăматкун Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра хускалĕç, кĕçнерникун – 12 сехет те 40 минутра, эрнекун – 19 сехет те 25 минутра.

Pages