Потребителе

30 Mar, 2020

Коронавирус тапхӑрӗнче усӑ курмалли пӗрлехи интернет порталне йӗркелесшӗн

Паянхи канашлура Алла Салаева вице-премьер ҫак лару-тăрура изоляцири ватăсене пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.

60 çултан иртнисен шучĕ Чăваш Енре 200 пин çынпа танлашать. Ватăсем апат-çимĕç, эмелсем туянса килмешкĕн волонтерсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Федераци шайĕнчи 8-800-201-32-60 е вырăнти 26-11-11 телефонсемпе шăнкăравламалла — волонтерсем вăрах кĕттермĕç. Чăн та, шăнкăравлакан хальлĕхе нумай мар-ха.

20 Mar, 2020

Лавккасенче тавар çителĕклĕ

Чăваш Енри лавккасенче çÿлĕксем пушă мар, куллен кирлĕ апат-çимĕç çителĕклех. Хаксем те ÿсмен.

Çакна "Хыпар" издательство çурчĕн фотожурналисчĕ Василий Кузьмин влаçрисемпе пĕрле çуресе паян хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Вăл Шупашкарти Митов бульварĕнчи "Магнит" магазинта тата Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче Чăвашпотребсоюз лавккинче пулнă.

18 Mar, 2020

Ачасене лагере канма ярас тетĕр пулсан

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинче хула тулашĕнче ача-пăча лагерĕнче канма путевка илмешкĕн ыйту çырма юрать. Кăçал ку ĕç 5 тапхăрпа иртет.

12 Mar, 2020

Амăшĕн капиталĕнчи улшăнусем çинчен каласа кăтартнă

РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Роза Кондратьева журналистсене амӑшӗн капиталӗн программине кӑҫал кӗртнӗ улшӑнусемпе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксемпе видеосем.

11 Mar, 2020

Транспортра аллăн укçа тÿлеттермĕç

Общество транспортĕнче çул çÿревшĕн укçан мар, ЕТК мелĕпе, банк карточкипе, смарфтонпа усă курса тÿлес ыйтупа Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Осипов сăмах илчĕ.

Pages