Потребителе

18 Çу, 2020

Самолетсем вĕçме пуçлĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура ЧР транспорт министрĕ Владимир Осипов çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Победа» авиакомпани «Шупашкар — Мускав» тата «Мускав — Шупашкар» рейссене тепĕр хут йĕркелеме планланине пĕлтерчĕ.

13 Çу, 2020

«Минимум» каллех чакмарĕ

Кăçалхи нарăсра ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пурăнма кирлĕ виçене чакарассине татăклăн хирĕçленĕччĕ — вăл хушнипе тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрленĕ май çăмăллăхсемпе усă куракан пин-пин çын илекен укçа виçи чакассине сирсе янăччĕ. Юнкун çак йышăну каллех граждансен интересĕсене хÿтĕлесе хăварчĕ.

8 Çу, 2020

Перевод пенсионеров Чувашии на карты «Мир» продлен до 1 октября

Зачисление пенсий и иных социальных выплат на банковские карты, не относящиеся к национальной платёжной системе «Мир», будет осуществляться до 1 октября, сообщили ИД «Хыпар» в пресс-службе Отделения Пенсионного фонда РФ по Чувашии.

30 Ака, 2020

Шута илме: «хĕрÿ лини» номерĕсем

Сывлăх сыхлав министерстви: 8 8352 26-14-14
Вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ валли, вĕрентĕвĕн дистанци мелĕ пирки: 8 8352 58-37-89
Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ: 8 8352 58-24-48, 58-51-66
Аслă ăрурисем патне волонтерсем чĕнсе илмешкĕн: 8-800-201-32-60, 8 (8352) 26-11-11

www.hypar.ru

Pages