Ял хуçалăхĕ

19 Юпа, 2020

Чăх çăмарти нумайланнă

Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче çăмарта тăвасси 5,6% чухлĕ ӳснĕ.

Росстат палăртнă тăрăх, 2020 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче регионăн пысăк, вăтам тата пĕчĕк ял хуçалăх организацийĕсенче 129,8 млн чăх çăмарти пухса илнĕ — пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 5,6% чухлĕ нумайрах.

Çăмарта туса сутассипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче — 4-мĕш вырăнта. Маларах — Киров, Пенза облаçĕсем тата Мари Республики.

8 Юпа, 2020

Сумлă предприятисемпе килĕштерсе ĕçлĕç

Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви çĕршыври ятлă-сумлă та паллă предприятисемпе килĕштерсе ĕçлет. Çак кунсенче Мускаври «Крокус-Экспо» центрта иртекен «Агросалон-2020» пĕтĕм тĕнчери куравра республикăн Ял хуçалăх министерстви экспозицисемпе паллашнă.

10 Авăн, 2020

Субсиди илме кая юлман

Республикăри ялсенче пурăнакан, ĕне тытакан çынсем патшалăх паракан субсидие малалла илеççĕ. Хушма хуçалăх тытакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушнипе пулăшма тытăнчĕç.

Pages