Тăкаксем «ырана» ан юлччăр — кăçалах усă кÿччĕр

14 Чÿк, 2018

Кăçалхи кăрлач — юпа уйăхĕсенче республика бюджетне тупăш енĕпе 39 миллиард ытла тенкĕлĕх пурнăçланă. Палăртма кăмăллă: çак виçере хамăрăн тупăш 62% танлашать — налук тÿлевĕсем 12% пысăкланнин витĕмĕ куçкĕрет. Çак тата ытти цифрăна финанс министрĕ Светлана Енилина Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче ЧР бюджетне мĕнле пурнăçлани пирки отчет тунă май пĕлтерчĕ.

Тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçал пĕлтĕрхинчен 15% чухлех пысăкрах пулмалла, анчах министр укçапа усă курасси хальлĕхе «уксахланине» пусăм тусах палăртрĕ — кăтарту 60% шайĕнчен кăшт кăна иртнĕ. Çав шутра инвестици тăкакĕсем планпа палăртнин çурри чухлĕ кăна. Мерăсем йышăнмалла, çав вăхăтрах укçапа тĕллевлĕн тата тухăçлă усă курассине тивĕçтермелле. Чăваш Енĕн «тĕп финансисчĕ» укçана «тăкакламан» министерствăсене пайăррăн асăннине кура Иван Моторин вĕсен ертÿçисенчен ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтрĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас