Тăван çĕрнех юратаканскер

5 Ноября, 2019

Сцена çине тĕрлĕ жанрлă юрăпа мĕн тĕрлĕ артист тухмасть-ши? Пульт пускăчне пус та — ЮТВ канал сенкер экран çине сиксе те тухать. Унта вара — кунĕн-çĕрĕн юрă-кĕвĕ, хаваслă мероприяти. Тăтăш пăхакансем эрнесерен çĕнĕ ят тĕл пулаççех ахăртнех. Сасси пур-и, хăлхи çине упа пуснă-и, ташлама-çаврăнкалама пултарать-и е пĕлеймест-и — халăх умне тухма такам та талпăнать. Пиçсе çитнĕ-çитмен юрăçсем мар, наци чăн-чăн тумĕллĕ арçынсемпе хĕрарăмсен пултарулăх ушкăнĕ экрана йышăнсан вара телевизор умне вырнаçмасăр чун чăтмасть. Темиçе сасăпа, кĕвве туйса, хайлав содержанине ăнланса шăрантаракансен юрри аваллăхран килсе çапакан ахрăм пек çурăм тăрăх сивĕ чуптарать. Акă еплерех хăватлă вăл, юрă ăсталăхĕ! Çакнашкал сипетлĕ пултарулăха мĕн пĕчĕкрен ăша хывнă çынсенчен пĕри — Земфира Яковлева, Шупашкар районĕнчи «Çĕньял» халăх фольклор ушкăнне 30 çул ертсе пыракан педагог.

Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Сорăм ялĕ — Земфира Кузьминичнăн ачалăх сăпки. Ашшĕ Кузьма Гаврилович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Амăшĕ Ксения Павловна пĕртен-пĕр хĕрĕпе /ывăлĕ 5 çултах чирпе аптраса вилнĕ/ тăлăха тăрса юлнă çапла. Пурнăçра пысăк хуйхă чăтса ирттернĕскер юрласа чунне лăплантарнă. Çĕлеме ларнă-и, выльăх-чĕрлĕх пăхнă-и, йăран çумланă-и, утă çулнă-и — кашни ĕçе кĕвĕллĕ хайлав ĕнĕрлесе пурнăçланă. Хăнана кайсан çынсем юрă пуçлама ăна ыйтнă.
— Анне хутла нумай вĕренмен пулин те таврара хисеплĕччĕ. Общество чăн-чăн хастарĕ Чулхулана çĕршыв комсомолĕн IX съездне делегат пулса кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче парти пуçламăш организацийĕн ертÿçине суйланă çывăх çыннăма. Вăл тăтăшах халăх çинче пулни мана та çын хушшинелле туртăнма витĕм кÿнĕ-тĕр, — терĕ Атнарти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах тăван колхозра илемлĕ пултарулăх ушкăнне ертсе пынă Земфира Кузьминична.
Пĕррехинче вăл Аристарх Орлов-Шуçăм чăваш халăх хорне йĕркелеме шухăш тытнине пĕлнĕ те Шупашкара çул тытнă. Суйлав витĕр аванах тухнă. Репетицие кашни кун каймалла — хуларах ĕç тупма тивнĕ. Стройкăна вырнаçнă хĕр. Республикăри художниксен çуртĕнче илемлĕ скульптура бюсчĕсене ятарлă кÿлепене раствор тултарса «калăпланине» лайăх ас тăвать çак кунсенче 80 тултарнă хĕрарăм.
Музыкăпа ятарлă пĕлÿ илес çул чи малтанах Канашри педагогика училищине илсе çитернĕ ăна. Тăрăшуллă вĕренекене унтах ĕçлеме — яш-хĕре пĕлÿ пама — хăварнă. Ăсталăха туптасах пырас тĕллев Хусанти педагогика университетне илсе çитерет чăваш хĕрне. Унта куçăн мар майпа вĕренет музăкçă.
— Ш у п а ш к а р а к у ç а с с и çемьеленнипе çыхăнчĕ: 1970 çул тĕлне икĕ ача амăшĕ пулма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ, — сăмаха малалла сыпăнтарнă май калать Земфира Кузьминична.
Сăмах май, ывăлĕпе хĕрне — Андрейпе Надеждăна — тавра курăмне анлăлатассишĕнех музыка шкулне илсе çÿренĕ вăл. Хушма пĕлÿ çуртне 8 çул сукмак такăрлатнă Яковлевсен ачисем. Надежда Ф.Павлов ячĕллĕ музучилищĕрен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, ун хыççăн Чулхулари консерваторире пĕлĕвне пысăклатнă. Хальхи вăхăтра вăл — Чăваш патшалăх педуниверситечĕн музыка преподавателĕ.
Юрă-кĕвĕ ăстин професси каçалăкĕ пуян — ĕçлеме таçта та чĕннĕ, пур çĕре те çитме тăрăшнă. Тĕп хулари Ленин районĕнчи Пионерсен çуртĕнче арçын ачасен хорне йĕркеленине ăшшăн аса илет Земфира Кузьминична:
— «Останкино» студирен пултарулăх ушкăнĕ «Веселые нотки» кăларăма хутшăнтарма ю р ă х л ă у ш к ă н ш ы р а с а Шупашкара çитнĕ. Шăмат кунччĕ. Урамра килти тумсемпе чупса çÿрекен ачасене туххăмрах тупса çаврăнтăм. Пурĕ 15 ушкăна итлесе-курса пултарулăхне хак пачĕç. Яп-яка костюмлăскерсене м а р , м а н у ш к ă н р и с ă м с а шывне юхтарса юрлама чупса çитнĕ арçын ачасене Мускава телестудие йыхравларĕç, — çапла Совет Союзĕн шайĕнче палăрнине аса илет пултаруллă юрăç тата педагог.
Çĕршыв тĕп хулинче кайран та юрлама тивнĕ . Раççейри Гнесинăсен ячĕллĕ музыка академийĕнче иртнĕ анлă семинара Çĕньялти ача-пăча «Пейĕт» ушкăнĕпе çитнĕ Земфира Яковлева. Хăйсем хатĕрленĕ сценарипе кăна мар, жюри ыйтнипе «Çветке» уява та кăтартса пама тивнĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртма вăхăт çитсен çĕршывăн тĕрлĕ облаçĕнчен килнĕ тантăшĕсемпе тупăшнă чăваш ачисене сумлă пĕр профессор: «Шупашкарсем, эсир питĕ маттур!» — тесе хавхалантарнă.
Çĕньялти фольклор ушкăнне 1989 çултанпа ертсе пырать Земфира Яковлева. Халăх юррисене шăрантаракан, йăла- йĕрке уявĕсене лартакан йыш репертуарĕн шăнăрĕ улшăнмасть. Çакă аталанма тăрăшманнипе мар, хăйне евĕрлĕхе упрассипе çыхăннă.
— И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче культурологи специализацине уçнă чухне мана унта ĕçлеме йыхравларĕç. Фольклористикăпа тарăнрах п а л л а ш м а , с т у д е н т с е м п е сцена çине тухнă чухне тĕрлĕ элемента шута илме тăрăшаттăм. Университетра ĕçленĕ çулсенче /1993-2010/ чăвашла таса та пуян чĕлхепе пуплесси аталанчĕ, — юрăç ăсталăхĕпе пĕрлех ăс пурлăх чиккисене те сарса пыни палăрать çак сăмахсенче.
Студентсемпе Чăваш культура институтĕнче, И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те ĕçлет Земфира Кузьминична. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина ИВАНОВА. Земфира Яковлева архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.