ăмăртусем

Шупашкарти "Спартак" спорт керменĕнче спорт аэробики енĕпе Пĕтĕм Раççейри "Атăлçи кăшăлĕ" турнир пырать.

Канмалли кунсенче Тольятти хулинче каратэ енĕпе иртнĕ «Туслăх Кубокĕ» Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди ăнăçлă хутшăннă.

1984 çулччен пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн нормативне 7 çын кăна пурнăçланă: Тăвай районĕнчи Альфред Пимулинпа Николай Соколов, Елчĕкри Анатолий Горшковпа Юрий Попов, Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница тухтăрĕ Владимир Ульянов, Патăрьелти «Труд» колхоз ĕçченĕ Николай Трифонов тата Комсомольскинчи Юрий Миронов. Хальхи вăхăтра çак хисеп 100 çынна çитнĕ.

Кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнира кăçал юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче ирттерме йышăннă.

Pages

Subscribe to ăмăртусем