«Асам»

6 Раштав, 2019

"Асам" кинофестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç

"Асам" кинофестиваль раштавăн 2-6-мĕшĕсенче Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртрĕ. Конкурса илемлĕ 8 фильм, документлă 16 картина тăратнă, çавăн пекех конкурса тăратман тата 7 лентăпа паллашма май пулчĕ.

2 Раштав, 2019

«Асам» чăваш кун-çулне сăнлать

Çитес эрнере, раштав уйăхĕн 2-6-мĕшĕсенче, Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пуçланать. Ăна республикăра 4-мĕш хут йĕркелеççĕ. Чăваш кинофильмĕсене пуçласа ÿкерекенĕн Иоаким Максимов- Кошкинскин ĕçне тăсакансен йышĕ çуллен пысăкланса пыни мĕнешкел пархатарлă. Ят çĕнсе илнĕ тата çĕнĕ авторсен фильмĕсене тÿлевсĕр курма, хак пама май пурри кураканшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.