Чуна уçса калаçар

28 Чÿк, 2019

Паянхи кунпа çыхăннă чăваш кĕввисем сахал

Чăваш эстради пĕрмаях калаçтарать. «Эпир мар тăк çынсем мĕн сÿтсе явĕччĕç-ши?» — юрăçсем хăйсен хушшинче çапла та шахвăртаççĕ. Акă вĕсен союзĕ ирттерекен концертсен афиши çинче çĕнĕ ятсемпе сăнсем каллех пăшăл пăтти пĕçермелли черетлĕ сăлтав пулса тăчĕ: унчченхисем мĕншĕн тухса кайнă? Эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçипе Алина ФЕДОРОВĂПА хăш-пĕр ыйту тавра калаçар-ха.

Халăха улталасшăн

11 Юпа, 2018

«Уçă тумпа тухса куракана хамăртан сивĕтместпĕр»

«Хурăнташ» ушкăн юрăçи Анастасия КОНДРАТЬЕВА интернета çĕнĕ юрă кăларса хунă. Итлерĕм. Сасси те, юрри те питĕ килĕшрĕç. «Ун çинчен хаçатра тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?» — интересленет тĕнче тетелĕнче пĕр тусăм. Мĕнех, вулакан ыйтăвĕ — чи сăваплисенчен пĕри.

27 Авăн, 2018

Артист профессийĕ йывăр тесе урăххине суйлама сĕннĕ

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Геннадий КИРИЛЛОВПА хăçан паллашнине тахçанах манса кайнă ĕнтĕ. Асра пачах урăххи: вăл Пукане театрĕн сцени çинче калăпланă рольсем, унăн публицистика статйисем, калавĕсемпе пьесисем, пĕрле ертсе пынă концертсем, çыравçăсен пухăвĕ хыççăн чуна уçса калаçнисем...

13 Авăн, 2018

«Ир пуласса шăплăхра пĕр-пĕччен кĕтетĕп»

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистне Валерий ИОВЛЕВА ман пата килме тухсан: «Санран, пурнăç хакне çухатнă çынран, хаçатра мĕн çырмалли пур?» — тесе кÿрентернĕ. Мана вара Валерăпа сăмах çăмхине сÿтме питĕ кăсăклă пулчĕ.

Pages