Чуна уçса калаçар

16 Пуш, 2017

Чăваш халăх юррине шăрантарма амăшĕнчен вĕреннĕ

«Чуна уçса ка­­­­ла­çар» рубрика тĕпелĕн паянхи хăни — Роза БЕЛЯЕВА вĕрентекен, юрăç, сă­вăç тата композитор. Унăн пул­тарулăхĕпе тах­çантанпах интересленетĕп. Вăл йĕркеленĕ «Юрату.ru» ушкăнăн юррисене нумай илтнĕ. Ро­за Беляева Чăваш радиовĕнчи «Кайри-мала» хит-па­радра пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă, Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн вĕрентÿ та­та социаллă ата­лану пайĕ йĕркеленĕ конкурсра «Çулталăкри вĕ­­­­­­­­­рентекен» ята çĕнсе илнĕ, Чăваш эс­трада артисчĕсен союзĕ çулталăк вĕçĕнче ирттерекен «Çулталăкри юрă» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх юрă» номинацире мала тухнă.

2 Пуш, 2017

Çын – хăйĕн пурнăçĕн ÿнерçи

Питĕ лайăх пĕлекен, куç умĕнче çитĕннĕ, пурнăçăмра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан çынран интервью илесси ансатах мар: калаçăва еплерех пуçарасси, хăш пахалăха — мала, хăшне хыçа хăварасси пирки пуçа çĕмĕретĕн. Хальхинче вулакана тăван аппан Раиса Сарпи сăвăçăн хĕрĕпе, хамăн хĕресне хĕрĕмпе, паллаштарма шухăшларăм. Мĕнех, «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче — Раççейри Художниксен пултарулăх союзĕн, ЮНЕСКО çумĕнчи Пĕтĕм тĕнчери художниксен федерацийĕн членĕ Илемпи Бородкина.

22 Нарăс, 2017

Чăвашсемпе казахсен хушшинче туслăх кĕперне хывнă

Философи наукисен докторĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн философи тата наука методологийĕн кафедрин профессорĕ Василий ФЕДОТОВ академик, кăçал тус-тăванĕпе тата ĕçтешĕсемпе 70 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленет. Çавăнпа ăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнесси пирки чылай маларах калаçнăччĕ. Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă Василий Артемьевич Федотов — 12 кĕнеке авторĕ. Мĕнлерех çынсем вĕсем — философсем? Вулакансене хăйне евĕрлĕ çак чăвашпа паллаштарас тесе ăна хваттерти кухньăна чĕнтĕм.

16 Нарăс, 2017

Садике çÿриччен вырăсла пачах пĕлмен

«Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс пама кирлĕ», — тенĕ ваттисем. Тарăн шухăша путрăм. Чăнах та, ăс пама пĕлмелле-çке-ха. Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ малалла тăсăлнине шута илсе «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне халăхра ят-сум çĕнсе илнĕ кулăш ăстин Петр Ермолаевăн аслă хĕрне София ЕРМОЛАЕВĂНА чĕнес терĕм. Хальхи саманара ÿсекен ачан шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ. Тата юлашки çулсенче лара-тăра пĕлмен София чăваш эстрадинче палăрчĕ. Ку çеç мар, ăна республикăри ачасем валли йĕркелекен уявсене чăвашла ертсе пыма та шанаççĕ. Пĕлтĕр вара вăл Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен ăсталăх класĕнче «Вĕренекенсен тăван чĕлхепе туптакан пултарулăхĕ» енпе «Вокал пултарулăхĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Чунра хавхалану, çут çанталăк панă ăсталăх пулсан умри çулсем уçă. Кăçалхи çулла 14 çул тултаракан хĕр пĕрчипе Шупашкарти А.Гайдар ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче /унта унăн амăшĕ Елена Ермолаева ĕçлет/ чуна уçса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ. Малалла вулас...

9 Нарăс, 2017

«Чи ăста драматург - этем пурнăçне йĕркелекен Аслă Хăват»

Çак çĕр çине этем хăйĕн çĕклемне йăтма килет. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн Марина КАРЯГИНĂН çĕклемĕ вара — литературăпа искусство. Ентешĕмĕн пултарулăх сунтăхĕнче веçех пур: сăвă-поэма, калав-повеç, сценарисем, хăй режиссер пулса ÿкернĕ фильмсем... Театр искусствине те вăл хăюллăнах пырса кĕчĕ. Марина Карягинăн «Кĕмĕл тумлă çар» хайлавĕпе Çамрăксен театрĕ лартнă спектакль тĕнче шайне тухрĕ. Часах çак пьеса, кĕнекере виçĕ чĕлхепе /чăвашла, вырăсла, акăлчанла/ пичетленнĕскер, вулаканшăн парне пулĕ. Марина Карягина 2011 çулта «Чĕнтĕрлĕ чаршав» театр конкурсĕнче «Çулталăкри чи лайăх драматург» ята тивĕçрĕ, 4 çул каялла вара ЧР Патшалăх премине илчĕ. Пĕлтĕр К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине унăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Куккуклă сехет» спектакль тухрĕ.

Pages