Чуна уçса калаçар

14 Раштав, 2017

Чăваш пулсах утасчĕ пурнăç çулĕпе

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен умĕнче яланах пуçа таятăп, мĕншĕн тесен вĕсем калама çук питĕ пысăк ĕç тăваççĕ: тăван чĕлхене çамрăк ăрăва ăса хывтараççĕ.

13 Утă, 2017

Унăн поэзийĕ халăх чунне çывăх

Унăн сăввисем шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр вуланаççĕ. Вăл чăваш сонетне классика шайне хăпартнă, акăлчансен паллă поэчĕн, драматургĕн Уильям Шекспирăн 154 сонетне чăвашла куçарнă.

15 Çĕртме, 2017

«Ача чухне йывăçсемпе, чечексемпе пуплеттĕм»

Светлана Гордеева сăвăç, ÿнерçĕ пултарулăхĕпе К.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина йĕркелекен поэзипе ÿнер уявĕсенче ытларах паллашма тÿр килчĕ.

6 Ака, 2017

«Уява чăвашсем йышлăн пухăнни вăй-хал паратчĕ»

Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне çывăх тусăма, уçă та черчен сасăллă чăваш юрăçине чĕнес терĕм. Паллашăр, Роза ДАНИЛОВА-КĔЛЧЕЧЕК. Вăл пурнăç çулĕпе «Атăл шывĕ катăлать, чун нихăçан та ватăлмасть» девиза тĕпе хурса пуç усмасăр, йывăрлăхсене парăнмасăр малалла утать.

Pages