Чуна уçса калаçар

28 Çу, 2015

Саппун кантрине кассах чапа тухнă Женя Григорьев

Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн членне, Раççейри çамрăксен пĕрлĕхĕн Шупашкарти уйрăмĕн координаци канашĕн ертÿçине, «Фиеста» студи ертÿçин заместительне, концертсене лайăх ертсе пырса «Çулталăк юрри - 201

14 Çу, 2015

Тепĕр хут - юрату çинчен...

Юрату çинчен кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнми калаçма пулать, мĕншĕн тесен юрату çĕр çинчи чи хăватлă, чи илемлĕ, чи çепĕç туйăм. Вăл çынна пурăнма, ĕçлеме вăй парать. Çапла, юрату çинчен эпир сăмах çăмхине кăмăлтан сÿтетпĕр, пăшăл пăтти пĕçеретпĕр. Уйрăмах сăлтавĕ пур пулсан.

30 Ака, 2015

“Хамăра юратма вĕренсен тин теприне юратайăпăр”

"Чуна уçса калаçар" тĕпелĕнче мĕнле кăна ыйту хускатмастпăр-ши? Пĕчĕк чухне пирĕн çунатлă та таса ĕмĕтсем сенкер тÿпе анлăшне умлăн-хыçлăн виçсе ирĕклĕн вĕçеççĕ... Кам кăна пулас килмест-ши пирĕн: космонавт, артист, çар çынни, композитор, юрăç, çыравçă, журналист, вĕрентекен...

9 Ака, 2015

Уншăн чи хакли - халăх йышăннă юрă

Чунра çунатлă кĕвĕ çуратса ăна халăх патне юрă урлă çитерекенсене манăн: «Эсир - асамçăсем», - теес килет. Çутçанталăк кунашкал хăвата пурне те памасть, пин-пин çын хушшинче чи пултаруллисене суйласа этемлĕхе парнелет.

Pages