ĕç вырăнĕсем

15 Нарăс, 2021

Вениамин Петрова ĕçрен кăларĕç

Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн ертÿçине Вениамин Петрова ĕçрен кăларĕç.

Республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕнче вырнаçтарнă йышăнура палăртнă тăрăх, Вениамин Иванович нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче ĕçлеме пăрахĕ. Ăна ĕçрен хăтарнине патшалăх граждан службинче пулмалли ÿсĕмĕ иртнипе çыхăнтарнă. Вăл нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче 65 çул тултарнă. ГКЧС ертÿçинче Вениамин Петров 2012 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнченпе вăй хунă.

26 Кăрлач, 2021

Павел Данилова вице-премьер тивĕçне пурнăçлама шаннă

Чăваш Ен Правительствинче паян çĕнĕ çын ĕçлеме пуçăннă. Павел Данилова вице-премьер тивĕçне пурнăçлама шаннă.

14 Кăрлач, 2021

«Чăвашкино» директорне суйлĕç

«Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн тата электрон документаци архивĕ» бюджет учрежденийĕ валли директор шыраççĕ.

Асăннă предприятин унчченхи пуçлăхне Андрей Абдюшева нумаях пулмасть ĕçрен кăларнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви конкурс ирттерессине пĕлтернĕ. Тилхепене тытас ĕмĕтлĕ кандидатăн аслă пĕлÿллĕ пулмалла, культура енĕпе е кинопрокат ĕçĕнчи ертсе пыракан должноçсенче ĕçленĕ опыт 5 çултан кая мар кирлĕ.

29 Çĕртме, 2020

Пуçлăх шыраççĕ

Республикăри икĕ организаци валли пуçлăх шыраççĕ.

ЧР Финанс министерстви «Республикăн бухгалтер учечĕн центрĕ» хысна учрежденийĕн ертÿçине ĕçе илессине пĕлтернĕ. Вăл çын экономика пĕлĕвĕллĕ пулмалла, финанспа бухгалтери енĕпе ĕçленине тата ертсе пыракан должноçсенче 5 çултан кая мар тăрăшни кирлĕ. Конкурса хутшăнакансен докуменчĕсене утă уйăхĕн 16-мĕшĕччен йышăнĕç.

Pages