фестивальсем

29 Утă, 2019

Пукане театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртĕ

Çурла уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Шупашкарта Пукане театрĕсен пĕтĕм тĕнчери «Юмахсен каруселĕ» иртĕ. Шупашкар — 550 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халаллĕç ăна.

24 Çу, 2019

Кинофестиваль. Вун иккĕмĕшĕ те хыçа юлчĕ

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ.

22 Çу, 2019

Шупашкарта хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паллă актерсемпе тĕл пулусем иртеççĕ

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль — республика культура пурнăçĕнчи паллă пулăм. Акă вун иккĕмĕш фестиваль ĕçе пикенчĕ ĕнтĕ. Шупашкарти кинотеатрсенче, культура учрежденийĕсенче, çавăн пекех районсенчи юлашки çулсенче уçнă çĕнĕ кинозалсенче конкурса тăратнă ĕçсене кăтартаççĕ. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем, тĕлпулусем, пресс-конференцисем, пултарулăх класĕсем иртеççĕ.

17 Çу, 2019

Чăвашсен акăлчанла куçарнă ĕçĕ пĕтĕм тĕнчери фестивальти куракана тыткăнланă

Çу уйăхĕн 12-18-мĕшĕсенче Севастополь хулинче документлă фильмсен тата телепрограммăсен «Победили вместе» пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртет. Унта 35 çĕршывран тата Раççейри 38 регионтан 500 ытла фильм ярса панă.

Pages