фристайл

29 Çу, 2020

Лана Прусаковăпа Дмитрий Мулендеева 2020/2021 сезон командине кĕртнĕ

Республикăри Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕн фристайл уйрăмне çӳрекен, Раççей спорт мастерĕсене Лана Прусаковăпа Дмитрий Мулендеева 2020/2021 сезонра фристайл енĕпе слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинăсенче вăй виçме Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртнĕ.

Спортсменсене фристайл енĕпе нацин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ, чăваш фристайл шкулĕн вĕренекенĕ Никита Васильев тата Даниил Калачев хатĕрлĕç.

24 Пуш, 2020

Дмитрий Мулендеев фристайлçă Сочирен çĕнтерӳпе таврăннă

Иртнĕ эрнере Сочире спорт сезонне вĕçлекен "Роза Хутор" Пĕтĕм Раççей турнирĕ пулнă. Унта Раççейри тĕрлĕ хуларан 50 спортсмен пуçтарăннă.

16 Пуш, 2020

Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев — фристайл енĕпе Раççей чемпионĕсем!

Миасри /Челябинск облаçĕ/ "Солнечная долина" сăрт-ту трассинче фристайл енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Спортсменсем слоуп-стайл тата биг-эйр дисциплинăсенче тупăшнă.

17 Чÿк, 2016

Фристайл тÿрех килĕшнĕ

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялне 30-40 çул каялла «Труд» колхозăн ĕç паттăрĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем тата çĕршывĕпе паллă спортсменсем чапа кăларма пуçларĕç. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн, пултаруллă тренерăн В.М.Бородкинăн вĕренекенĕ Валерий Мулендеев 1979 çулта велокросс енĕпе çĕршыв чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, 20 çултах СССР спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче велосипед спорчĕн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Союзри тата тĕнчери ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса вун-вун медаль çĕнсе илчĕ вăл. Шупашкарти стоматологи поликлиникин тĕп тухтăрĕн заместительне, аслă категориллĕ тухтăра, медицина ăслăлăхĕсен кандидатне Сергей Мулендеева чылайăшĕ пĕлет.