Хастаррисем

8 Юпа, 2016

Тăван чĕлхе – кăмăл-сипет, ăс-хакăл тупри

Вĕрентекен ĕçĕ — пĕлтерĕшлĕ те яваплă тивĕç. Унăн пулас ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталанма, ырă чунлă ÿсме, çут çанталăка юратма, тăван çĕршыва юрăхлă çын пулма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентмелле. Шкул ачин пуласлăхĕ нумай чухне шăпах вĕрентекен пултарулăхĕпе ăсталăхĕнчен килет. Çакна асра тытса Шупашкарти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Кăçал вăл ĕçлеме тытăннăранпа вунă çул çитрĕ.

13 Çурла, 2016

Хăрама ирĕк çук

«Пушарнăй пулăттăм — вĕрентчĕр çеç», — Владимир Маяковскийĕн «Кам пулмалла?» сăввинчи йĕркесене евĕрлесен сумлă çак ĕçе суйлакансем шăпах çапла калĕччĕç. Çулăмпа кĕрешме хăраманнисенчен чылайăшне ача чухне çак шухăш, тен, чăннипех те канăç паман.

5 Пуш, 2016

Ялта ырă ятлă

Муркаш районĕнчи Итакачкассинчи Клавдия Потянова ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ. «Хамăр вĕрентекене Раиса Федоровнăна хисепленĕрен пĕчĕк чухнех педагог пулма ĕмĕтленнĕ. Халĕ çак çула çитсе учительсемпе килĕштерсе ĕçлени аса килет», - калаçăва пуçлать хĕрарăм. Виçĕ хĕрĕ ашшĕсĕр çитĕннĕ. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пылак çимĕçпе иртĕхтереймен. Те çавăнпа канфет-пĕремĕк çиекен Раиса Федоровна вырăнĕнче пулас килнĕ унăн? Вĕрентекен вĕсене те пылак çимĕçпе сăйланă.

12 Раштав, 2015

Ачаранах... моряк пулма ĕмĕтленнĕ

Республикăра пурăнакансене лăпкăлăхпа канăçлăх кÿрес тесе патвар та тĕреклĕ арçынсемпе юнашарах этемлĕхĕн черчен пайĕ те нумай тăрăшать. МСЧра та службăра хĕрарăм сахал мар.

Pages