Кил ăшши

17 Пуш, 2016

Пĕрре курсах ăнланнă: унăн хĕрĕ

Палтиел ялĕнче пурăнакан Гузелийăпа Зефер Афиатулловсем çемье çавăрсан вĕсенчен телейлĕ çын пулман: иккĕшĕ те çамрăк, вăй-хал тапса тăрать. Хулана кайма шухăшламан вĕсем. Тăван тăрăхрах тĕпленсе ял пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Гузелия Хатыповна медсестра ял халăхне сипленĕ, мăшăрĕ колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.

10 Пуш, 2016

«Ял çынни фермăра ĕçлеме ÿркенет»

«Икĕ çын - мăшăр, çичĕ çын - çемье», - тенĕ ваттисем. Çурт ача-пăча сассипе тулнине нимĕн те çитмест. Пĕчĕкскерсем тăпăл-тăпăл чупса çÿресе савăнтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшинче ÿснĕскерсен вăхăт иртсен тăван килпе сывпуллашма тивет. Етĕрне районĕнчи Анат Мучарти Андреевсен аслă ачисем çемье çавăрнă ĕнтĕ.

11 Нарăс, 2016

Тимĕр авса чуччу, каруççел ăсталанă

Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш ялĕнче пурăнакан Александр Васильевпа Людмила Осиповăн кил хуçалăхĕ умĕнчен çÿрекенсем тĕлĕнмесĕр-савăнмасăр иртмеççĕ пулĕ. Хăшĕ-пĕри, тен, ăмсанса: «Турри панă пулсан эпир те çапла ăсталăттăмăр», - тесе иртет. Çемье пуçĕ тĕпренчĕкĕсем валли ятарлă лапам хатĕрленĕ.

28 Чÿк, 2015

Ĕмĕт пурнăçланасса чунран шанмалла

«Шухăшпа шурă пÿрт лартаймăн» тенĕ ваттисем. Чăннипех те çаплах. Ĕмĕтленнипех, куç умне кăларнипех хăпармасть кил-çурт, анчах ĕçе пуçăнсан шухăшĕ те ай-яй! нумай çав...

15 Юпа, 2015

Краснодар крайĕнчен чăваш ялне куçса килнĕ

Йывăç пÿрте кирпĕчпе купаласа пысăклатнă кивĕрех çурт патĕнче чарăнтăмăр. Кунта аякран куçса килнĕ вырăссем пурăнаççĕ. Борисовсен çемйи Краснодар крайĕнчи Новорождественская станицăран Муркаш районĕнчи Нискассине çак çулла куçса килнĕ. Кунта вĕсен тăванĕсем çук.

Pages