Министрсен Кабинечĕн ытларикун иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырларĕç.
Паллах, тĕп калаçу çитес çулхи бюджет параметрĕсем тавра пулчĕ. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев умри тĕллевсене пурнăçламашкăн ытларах укçа илес тĕллевпе тивĕçлĕ министерствăсен федераци центрĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли пирки каларĕ.
Паян республикăра «Тавралăха кÿнĕ сиене саплаштарас тата каяш çаврăнăшне ăнăçлă йĕркелес ĕçри регион опычĕ» темăпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Экологи тата тавралăха хÿтĕлессипе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ пулчĕ.
Республикăра çынсене шалу тÿлессипе çыхăннă парăмсен калăпăшĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 76 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак цифрăна паян ведомствăсен ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.