ларусем

13 Çĕртме, 2018

Газ 3% хакланать

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çакăн пирки Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова пĕлтерчĕ.

Халăх усă куракан çут çанталăк газĕн пĕр кубла метрĕн хакĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 5,53 тенкĕпе танлашĕ — 16 пус /3%/ хушăнать. Михаил Игнатьев газ, ытти ресурс тарифĕсем хăпарнине кура халăха коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн субсиди тÿлемелли йĕрке малашне те вăйра пулассине çирĕплетрĕ — сахал тупăшлă çемьесемшĕн çакă курăмлă тĕрев пулĕ.
 

29 Çу, 2018

Тĕп вырăнта — пахалăх

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвне ирттерчĕ. Пухăннисем ял хуçалăх таварĕсен пахалăхне сăнаса тăрассипе, суя акоголь продукцийĕпе, эмелсемпе тата санкцие лекнĕ таварсемпе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.

10 Çу, 2018

Илеççĕ, анчах парасшăн мар

Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ ларăвĕнче республикăн кăçалхи бюджетне пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçланипе вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле — бюджет тупăшĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Усламран илекен налук калăпăшĕ пушшех ÿсĕмлĕ. Хыснана укçа ытларах кĕнине Светлана Александровна налук органĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ май хăшĕсем пытарса хăварнă налуксене тупнине те асăнчĕ.

27 Ака, 2018

Чăваш Енре «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа хута кайĕ

2017 çулта кĕркунне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Сывлăх министерствин специалисчĕпе Олег Аполихинпа тĕл пулнă. Тĕплĕ калаçу регион ертÿçине çĕнĕ пуçару тума хĕтĕртнĕ: Чăваш Енре «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа хута яма йышăннă. Сăмах май, вăл Раççейри 19 регионра тата чикĕ леш енчи 4 çĕршывра пурнăçланма пуçланă та ĕнтĕ. Паянхи куна Чăваш Енре 2018-2020 çулсенче хута ямалли асăннă программăн паспортне хатĕрлесе çитернĕ.

Pages