Маттурсем!

19 Чÿк, 2015

Кубок çĕнсе илессишĕн... çÿç касрĕç

Кулăш туйăмĕ пур, хастарлăхĕ тапса тăрать... Çапла хакламалла иртнĕ шăмат кун тĕп хулари Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче пулнă КВН вăййин регионсен хушшинчи "Столица" лигин финалне хутшăннисен ĕçне.

7 Чÿк, 2015

Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ - юрату

Раççейре çуллен чи лайăх 500 шкула палăртаççĕ. Вĕсене суйланă чухне вĕренекенсен пултарулăхне, ăмăрту-конкурс, предмет олимпиадисен, экзамен кăтартăвĕсене шута илеççĕ. Ялсенчи чи лайăх 200 шкула уйрăммăн асăнаççĕ. Чăваш Ен шкулĕсем çак конкурсра яланах палăраççĕ.

29 Юпа, 2015

Çĕнĕ ял-йыш валли ĕç хушăнĕ

Ялта тытăнса тăма чылайăшне ĕç çукки чăрмав кÿрет. Вăл пулсан та шалăвĕ тивĕçтермест. Çавăнпах çемье пуçĕсем нухрат тумашкăн аякри хуласене çул тытаççĕ. Чăннипе, хăшĕ-пĕри тăван тăрăхран инçе каймасăрах нухрат туса илме майсем тупать.

22 Юпа, 2015

Нумай чĕлхе пĕлни çăкăр ыйтмасть

Паянхи ĕç рынокĕ экономистсемпе тата юристсемпе тулни пирки унта та кунта калаçаççĕ, ашшĕ-амăшĕ те шкултан вĕренсе тухакан ывăлĕ-хĕрне çак енĕпе аслă пĕлÿ илме ярасшăнах мар. Специалист çителĕклĕ пулин те экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе республикăра та, çĕршывра та, тĕнчере те лару-тăру лăпкă тееймĕн. Финанс кризисне те кашни пилĕк-ултă çултах кĕрсе ÿкетпĕр, долларпа евро ялан вылянаççĕ, тенкĕ йÿнелет...

17 Юпа, 2015

Сочире - куç виçейми тинĕс, Çĕнĕ Ахпÿртре - вĕçĕ-хĕррисĕр хир...

Александрпа Мария Тесленкосем Çĕнĕ Ахпÿрте вунă çул каялла Краснодар тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Чаплă Сочи хулине чăваш ялĕпе улăштарни ку тăрăхрисене паянхи кун та тĕлĕнтерет. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхнăскерсем кунта килсе тĕпленсен кĕрĕк арки йăваласа ларас темен, фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă.

Pages