спорт

17 Ака, 2015

Наталья КУЗЬМИНА: Пĕчĕк чухнех йĕлтĕрпе ярăнас килетчĕ

Кăçал çавра юбилейне паллă тума хатĕрленекен спортсменка Чăваш Енри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри шутланать. Çамрăк чухнех тĕрлĕ ăмăртура палăрнăскер 40 çула çитсен те спортран кайма васкаман. Пачах урăхла: унăн тата çĕнĕ вăй-хăват хушăннă тейĕн - ветерансен хушшинче иртекен турнирсене хутшăнма пуçланă. Нимĕнле йывăрлăха та парăнма хăнăхман хĕрарăм çĕршывра кăна мар, тĕнчери пысăк ят-сумлă йĕлтĕрçĕ пулса тăнă. Çак кунсенче кăна-ха, акă, Наталья Петровна хăйĕн ăсталăхне тепĕр çĕнтерÿпе çирĕплетрĕ: тĕнче кубокĕнчен 4 медальпе таврăнчĕ.

31 Пуш, 2015

Пирĕн пăхаттирсем çур ĕмĕр каяллах чапа тухнă

Чи тĕреклĕ чăваш арĕсем хăйсен пултарулăхĕпе вăйне XIX ĕмĕр вĕçнерех пасарлă пысăк ялсенче е çывăхри уес хулисенче ирттернĕ ярмăрккасемпе халăх уявĕсенче кăтартнă. Унашкал самант Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕнче те пур. 30-40 çул каялла Куславкка районĕнче пурăннă сумлă таврапĕлÿçĕсем каланă тăрăх - асăннă романри тĕп сăнар - Энĕш шывĕ хĕрринчи ялта пурăннă Çтаппан Чулхулари тата Хусанти цирксенче тата ярмăрккасенче Атăл тăрăхĕнчи пăхаттирсемпе кĕрешсе тата кире пуканĕ йăтассипе тупăшса малти вырăнсене йышăннă.

17 Пуш, 2015

«Апполон» çамрăксене çара хатĕрлет

Апполон - Авалхи Греци Турри, кĕрешÿçĕсене хÿтте илекен. Ăна хĕвелпе танлаштараççĕ. Хĕвел шевлисем пĕтĕм тавралăха сапаланнă евĕр унăн çĕмренĕсем те аякка-аякка вĕçсе çитеççĕ. Хĕвел пурне те курнă евĕр вăл та пĕтĕмпех пĕлет. Хĕвел хăйĕн ăшшипе чир-чĕртен сипленĕ евĕр вăл та аманнă чуна сыватать. Апполон усал-тĕсĕле çĕнтерет, вăл - çутăпа пурнăç Турри* çĕр çине ырăлăхпа хитрелĕх ярать. Çак сăмахсене ахальтен аса илмерĕм. Вĕсем 1995 çулта Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнче уçăлнă "Апполон" спорт клубĕн тĕп каларăшĕсем пулса тăнă.

Pages