Театр çулталăкĕ

Нихăçан та ан вĕçлентĕр. Чăннипех çапла калас килет. Театр — тахçан авал çуралнă искусство. Ĕмĕрсем хушши упранса паянхи куна çитнĕ. Чăвашсем те питĕ юратаççĕ театра. Унта вĕсем хăйсен пурнăçне кураççĕ. Çавăнпа сцена çинчи шăпана хăйсенни пек йышăнаççĕ.

Районти ватă салара — Лаш Таяпара — Театр çулталăкĕ Чăваш АССР халăх артисткин Мария Бикуловăн 1919-1985 асăну каçĕпе хупăнчĕ.
Мероприятие Мария Григорьевнăн ентешĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле район центрĕнчен тата Шупашкартан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

«Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», — тенĕ Ф.Вольтер. Паян та театр хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Халăх спектакльсене юратса çÿрет. Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулĕ. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Subscribe to Театр çулталăкĕ