Вулакансем хаклаççĕ

20 Ака, 2017

«Кашни çырура — кăсăклă шăпа»

Алина САВЕЛЬЕВА, чăваш эстрада юрăçи:

— Эпĕ «Çамрăксен хаçатне» шкулта вĕреннĕ чухнех юратса вулаттăм. Мана «Юратупа наркăмăш» кăларăм уйрăмах килĕшетчĕ. Хаçата алла тытсанах унти çырусене шĕкĕлчеттĕм. Халĕ те кăларăм чуна çывăх. Унта пичетленнĕ çырусенче — тĕрлĕ шăпа. Хăшĕ-пĕрине вулатăп та тĕлĕнетĕп: унашкал йăнăш тăвас марччĕ. Альбина Юрату тытса пыракан «Чуна уçса калаçар» рубрикăн хăнисемпе те хаваспах паллашатăп. Унта артистсен пурнăçĕ çинчен, хальччен илтменни пирки, пĕлетĕп. «Çамрăксен хаçачĕ» чылай ыйтăва çутатать. Юратнă кăларăмăн страницисенче çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе çыхăннă статьясене ытларах курас килет. Халĕ ачасем сиенлĕ йăласемпе хăвăрт туслашаççĕ. Тĕслĕхсем илсе кăтартсан, тен, ачасем пĕтĕмлетÿсем тăвĕç.

6 Ака, 2017

«Çамрăксен хаçачĕ» - чунпа çамрăк çынсем валли

Сергей ПЕТРОВ, чăваш эстрада юрăçи:

— Хаçат-журнал, кĕнеке вулакан çын ăс-тăн пухма, çĕннине пĕлме тăрăшать. Хаçат-журнал — тус пекех, унта нумай ыйтăвăн хуравне тупатăн. Студент чухне кĕнеке вулама хушатчĕç, манăн килте пĕчĕк библиотека пур. Çырăнса илнĕ хаçат-журнала та эпир пухса пыраттăмăр, халĕ те çаплах тăватпăр. «Çамрăксен хаçачĕн» кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп.

2 Пуш, 2017

«Чи вăйлă хаçат»

Николай ТЕВЕТКЕЛ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, поэт, прозаик, драматург:

— «Çамрăксен хаçачĕ» пурнăçпа тан утать. Кăларăмра тĕрлĕ тематикăна çутатаççĕ: лайăх пулăмсене те, çивĕч ыйтусене те. Унта çамрăксен трагедийĕ те пур, вĕсен ăнăçăвĕсем пирки те вуласа пĕлме пулать. Манăн шухăшпа, «Çамрăксен хаçачĕ» Чăваш Республикинче — чи вăйлă хаçат. Унта çĕнĕ авторсен сăвă-калавĕпе, пьесипе паллашма пулать. Вĕсем хăйсен хайлавĕсенче писательсем хальччен хускатман ыйтусене çыраççĕ. Кăларăмра çамрăксен хутшăнăвне те татса параççĕ. «Çамрăксен хаçатĕнче» мана йăлтах килĕшет, унăн кашни номернех вулатăп. Пĕр сăмахпа, кăларăм пурнăçăн тĕрлĕ енне çутатать.

16 Нарăс, 2017

«Халăха çывăх ыйтусене çутатаççĕ»

Николай ПЛОТНИКОВ, Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ:

– «Çамрăксен хаçачĕ», манăн шухăшпа, халăха çывăх ыйтусене çутатнипе вулаканăн кăмăлне каять. Çемьери хутшăну, кулленхи пурнăç, юрату авăрĕ хăйне çывăх пулнăран вулакан çавнашкал статьясемпе хаваспах паллашать. Чăваш культурипе, чăвашлăхпа çыхăннă статьясемпе интервьюсем пурри те хаçата пуянлатать. Тем тесен те, лавккара хаксем ÿсни çеç мар, маларах асăннă ыйтусем те халăха пăшăрхантараççĕ.

Паллах, хаçата лайăхлатмалли майсем çук мар. Манăн шухăшпа, унăн дизайнне улăштармалла. Ăна хальхилле тусан вулакан тата хапăлласа йышăнĕ.

«Çамрăксен хаçатне» 2017 çулăн II çурринче илсе тăмашкăн 340,92 тенкĕпе çырăнтараççĕ.