Урам шăлакансене чысланă

4 Нарăс, 2020

Шупашкарта урам шăлакансен конкурсне ирттернĕ. Чи лайăххисене укçан хавхалантарнă.

Тĕп хулари Ленин районĕнче конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Маргарита Харитонова тухнă. 59-ти хĕрарăм каланă тăрăх, ĕçĕн чи лайăх енĕ — уçă сывлăшра нумай çÿрени. Вăл 4 сехетрех ура çинче, 5 сехете ĕçе çитет. Маргарита Семеновна 11-мĕш çул ĕнтĕ алăран шăпăр ямасть.

Хĕрарăмăн ĕçне тивĕçлипех хакланă: 15 пинлĕх сертификат тыттарнă. Иккĕмĕш вырăнта — Василий Катков. Вăл урам шăлакансен династине тăсать: кашни кунах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçе васкать. Петр Филимонов виççĕмĕш вырăна тухнă.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Сap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас