Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ăмăртаççĕ
Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче зоотехник-селекционерсен, выльăха искусствăллă майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕ иртет.
Уява ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов уçрĕ, конкурса хутшăнакансене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Асăннă мероприяти специалистсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, опытпа паллашма май парать.
Чăваш Ен ялавне иртнĕ çулхи республика конкурсĕн çĕнтерÿçи Валентина Подгорнова /Шупашкар районĕ "Атлашевский" хуçалăх/ çĕклерĕ.
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче зоотехник-селекционерсем тата осеменаторсем ыйтусене хуравларĕç. Практика пайĕ вара Патăрьел районĕнчи "Красное знамя" хуçалăхăн сĕт-çу ферминче иртет.
Комментари хушас