Ялсенчи шкулсене - çĕнĕ автобуссем

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ялсенчи шкулсене çĕнĕ шкул автобусĕсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕ.

«Пĕлÿ çурчĕсене шкул автобусĕсемпе тивĕçтерес программа Чвăаш Енре вунă çул ытла пурнăçланать. Халĕ ав киввисене пĕчĕккĕн çĕнетсе пыратпăр. Паян 15 шкул ачсене илсе çÿремелли çĕнĕ техникăллă пулĕ. 2020 çулта çĕнĕ автобуссем тата та туянăпăр», - терĕ пухăннисене саламланă май Иван Борисович.

Улатăрти 7-мĕш гимнази, Пăрачкаври ачасен çурчĕ, Канаш районĕнчи Энтрияль, Вăрмар районĕнчи Мăнçырма, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел, Куславкка районĕнчи Елчĕк, Патăрьел районĕнчи Çĕньял, Куславккари 3-мĕш, Вăрмар тата ытти шкул телейлисен йышĕнче пулчĕç.

«Пирĕн Ямпай ачисене шкула çÿреме кансĕртерехчĕ. Шкул автобусне пани пире çак ыйтăва татса пама май пачĕ. Чăваш Енри пĕлÿ çурчĕсен директорĕсен ячĕпе республика ертÿлĕхне ялти шкулсене пулăшнăшăн чĕререн тав тăватăп», - терĕ Вăрмар шкулĕн директорĕ Петр Алексеев.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас