61-мӗш шкулӑн çĕнĕ корпусĕ уçăлчĕ

20 Çурла, 2019

Паян Шупашкарта Чапаев поселокӗнче 61-мӗш шкулӑн хушма ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Мероприятие Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.

61-мӗш шкул хулара чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Кунта иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 1700 ача, икӗ сменӑпа пӗлӳ илнӗ. Сӑмах май, кӑҫал сакӑр 1-мӗш класс пулӗ. Ҫӗнӗ корпусра 8-11-мӗш классем пӗлӳ илӗҫ. Ҫамрӑксене кунта инженерипе техника енӗпе тарӑн пӗлӳ парӗҫ.

Юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта, кунта маларах каҫхи шкул пулнӑ теҫҫӗ, уҫнӑ ҫӗре ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев тата ыттисем саламларӗҫ. Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас