Алексей Ладыков Шупашкар çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ

Паян Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков «тÿрĕ лини» ирттерчĕ.

Ыйтусене телефонпа та, «ВКонтакте» социаллă сетьри «Шупашкар хыпарĕсем» тата «Уçă хула» ушкăнсенче те йышăнчĕç. Онлайн-трансляци çавăн пекех администраци ертÿçин Инстаграмри страницинче те пычĕ. Тĕпрен илсен Шупашкарта пурăнакансене хулана хăтлăх кĕртесси, çулсене юсасси, шкулсемпе ача сачĕсен строительстви, парковкăсемпе заправкăсем уçасси, çул-йĕр паллисене вырнаçтарасси тата ытти те кăсăклантарчĕ. Чылайăшне Алексей Ладыков тÿрех хуравларĕ, хăш-пĕр ыйтăва тĕплĕ тишкересси çинчен пĕлтерчĕ. «Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче панă ыйтусене пурне те шута илмелле, кĕске вăхăтра татса памалла, сĕнÿсемпе малашнехи ĕç-хĕлте усă курмалла», — палăртрĕ хула администрацийĕн ертÿçи.

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çавăн пекех хула ертÿлĕхне тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăвакансем те пулчĕç. Лидия Сидорова акă Дорисс парка хăтлăлатнăшăн Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче пурăнакансем питĕ савăннине пĕлтерчĕ. Татьяна Орлова вара хула урамĕсемпе хăтлă общество транспорчĕ çÿреме пуçланăшăн тав турĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас