Archive - Раштав 2015

декабрь 4th

4 Раштав, 2015

Ют çĕршыв таварне хамăрăннипе улăштаратпăр

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Ене килнĕ май йĕркеленĕ тепĕр канашлура ют çĕршывран турттаракан тавар вырăнне хамăрăн продукципе усă курмалли çинчен калаçрĕç.

4 Раштав, 2015

Юрий Карпов каллех çĕнтернĕ. Саламлатпăр!

Кĕркунне тĕрлĕ çĕршыв командисемпе уйрăм атлетсем йăлана кĕнĕ тăрăх тĕнче чемпионатĕнче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ. Сумлă ăмăрту кăçалхи чÿк уйăхĕн 27-30-мĕшĕсенче иртрĕ.

4 Раштав, 2015

Республикăпа паллашнă, ыйтусене сÿтсе явнă

Виçĕм кун пирĕн республикăра Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа пĕрле малтанах Шупашкарти электротехника объекчĕсемпе паллашнă. «ВНИИР» акционерсен уçă обществи Раççей шайĕнче ĕçлет, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ предприяти шутланать. Унта электроэнергетика валли кирлĕ оборудование проектласа хатĕрлеççĕ, туса кăлараççĕ.

4 Раштав, 2015

Федераци бюджечĕ – социаллă тĕллевлĕ

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи хăйĕн ларăвĕнче "Федерацин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" саккун проектне пăхса тухса иккĕмĕш - тĕп - вулавпа йышăннă.

4 Раштав, 2015

Инвалид - урăхларах майсемлĕ çын

Унăн тъллевъ - въсемпе усă курма пултарассиĔ пурнăçра ăнăçтарасси

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă турăмăр. Уяв дати мар вăл, общественноçа вĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтни тата инкек куçа курăнса килменни, инвалид пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çын пулнă пирки хамăра тепĕр хут аса илтерни.

Pages