Archive - 6 Ноября, 2019

Муркаш районĕнчи Йÿçкасси ял тăрăхне 13 ял кĕрет. 850 кил хуçалăхĕнче пĕр пине яхăн çынна шута илнĕ. Вырăнта культурăпа вĕрентÿ, сиплев учрежденийĕсем пур. Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий КУЗЬМИН аталану çулĕпе паллаштарать.

Çулсерен ялсенче миçе çемье чăмăртанмасть-ши? Пĕр-пĕрне чунтан савакан, пĕр-пĕринсĕр сехет те пурăнма пултарайман хĕрсемпе каччăсем пĕрлешеççĕ. Çав вăхăтра вĕсенчен телейлĕреххи никам та çук.

Паянхи пурнăçра пĕрисем пуйса пыраççĕ, теприсем вара — чухăнланса. Çакă ялта уйрăмах лайăх палăрать. Ял хуçалăхĕсем арканни çынсен пурнăçне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ. Ĕç вырăнĕсем çукран çемьесем саланаççĕ.
Маларах ватă çынна пытартăмăр. «Вăл ун чухлĕ пурăннă-ха, çитет ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр», — терĕмĕр. Вăхăт иртнĕ майăн асăнмалли кунĕ те çитрĕ. Анчах çывăх тăванĕ пĕр-ик куна чăтса çитереймерĕ. Хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хăна-вĕрле пухрĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе ватти-вĕтти сиксе ташларĕ.