Archive - 2 Утă, 2020

2 Утă, 2020

«Атте ăçта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине пĕлесчĕ»

Утă çулакан ял çыннисем патне колхоз председателĕ ăйăрпа çитнĕ, лашине тăп! тăратнă та сăмахне пуçланă: «Леванти, сана повестка паратăп. Ыран вăрçа каймалла». Леонтий Герасимов çавине пăрахса ял еннелле утнă. Киле çитсен мăшăрĕпе Марфăпа хуранпа çĕр улми çакса янă.

2 Утă, 2020

«Психика чирĕпе туйăмлă çынсем ытларах аптăраççĕ»

Этеме çут çанталăк ăс-тăн панă. Вăл калаçма, шухăшлама, ĕмĕтленме, юратма, асапланма пултарать. Унăнни пек психика пĕр чĕр чунăн та çук. Психиатрсем этемĕн психикине лайăх ăнланаççĕ, çакăнпа çыхăннă тĕрлĕ чире сиплеççĕ.

2 Утă, 2020

«Эсĕ - чăваш!» Çапла каланă проректор Бахтияра

«Эп чăваш ачи, эп Батыревăран», — тесе тĕлĕнтерчĕ Бахтияр Умиров калаçу пуçламăшĕнчех. Туркменистан каччи И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлÿ пухнă. Иртнĕ эрнере диплом ĕçне хÿтĕленĕскер Чăваш Республикинчех тĕпленесшĕн.

2 Утă, 2020

Хавхалану çăл куçĕ — несĕлсен тупри

Чăваш наци музейĕнче регионсен хушшинчи «Ĕмĕрсен ылтăн-мерченĕ» костюмсен фестивальне ирттерме палăртнă. Халĕ çак управ ĕçченĕсем республикăра эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланасса, çавна май унпа çыхăннă чарусене сирессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

2 Утă, 2020

Интернетри капкăнсем

Банкăн суя «ĕçченĕсем» шăнкăравласа курнă-и сирĕн пата? Телее, мана унашкаллисемпе калаçма тÿр килмен. Çав вăхăтрах социаллă сетьсенче тус-тăванăн, пĕлĕш-хурăнташăн страницисене «çĕмĕрсе» вĕсен ячĕпе кивçен ыйтакансене пĕрре мар тĕл пулнă. Ултавçăсен серепине çакланасран Турă упратăр та, çапах та кунашкал инкекрен хамăрăн та сыхланма пĕлмелле. Асăрхануллă пулмаллине кашниех асра тытсан та капкăна хăш самантра çакланнине сиссе те юлаймастпăр çав. Ахальтен мар укçа-тенкĕпе çыхăннă ултавсен шучĕ ÿссех пырать.

Pages