Archive - 25 Утă, 2014 - Çамрăксен хаçачĕ

25 Утă, 2014

Кокель профессор çĕр-шывĕнче...

Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэр кăçалхипе саккăрмĕш хут йĕркеленчĕ. Çак тапхăрта паллă художникăн тăван çĕр-шывне Украинăри тата Раççейри 70 ытла ÿнерçĕ çитсе курчĕ, вĕсем 700 ытла ĕç ăсталанă. Пленэр утă уйăхĕн 8-20-мĕшĕсенче иртрĕ. Вăл яланхиллех куравпа вĕçленчĕ.

25 Утă, 2014

Шалу тивĕçтерменнипе - салтака

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Сергей Лукин Чĕмпĕрти десантпа штурмăн 31-мĕш бригадинче хĕсметре тăрать. Тăван тăрăха отпуск вăхăтĕнче килнĕскер контрактник пурнăçĕ пирки каласа кăтартма килĕшрĕ.

25 Утă, 2014

Майамире Раççей çăлтăрĕсем кăна мар...

Раççей çăлтăрĕсен хушшинче ют çĕр-шыва кайса пурăнакан, ачисене унта вĕрентекен йышлă. Чăвашсем те вĕсенчен юласшăн мар. Пирĕн хăш-пĕр артистăн ачисем те ют çĕр-шывра пурăнма кăмăллаççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Лукьянов нумаях пулмасть АПШран килнĕ. Вăл унта икĕ çул пурăнать.

25 Утă, 2014

Йăмăкĕсемшĕн вăл - тĕслĕх вырăнĕнче

Патăрьел салинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илсе тăракан Ольга Храмовăпа курнăçрăм. Вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 3-мĕш курс студентки. Кашни çемьерех аслисем кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Храмовсен çемйинче виçĕ хĕр.