Archive - 4 Нарăс, 2015 - Хыпар

4 Нарăс, 2015

Хресчене санкцисем ура хураймĕç

Шупашкар районĕнчи «Юрма» агрохолдинг - республикăри малта пыракан чи пысăк предприятисенчен пĕри. Юлашки çулсенче пĕчĕк хула евĕр ÿссе сарăлнăскер, килен-каяна хăйĕн анлăшĕпе тĕлĕнтерет. Çавăнпа пресса машини унăн урамĕсенче аташса çÿренĕ хыççăн кирлĕ вырăна аран-аран çитрĕ. «Агрохолдинг çыннине пĕрле лартса тухмаллаччĕ», - тесе шÿтлерĕç журналистсем.

4 Нарăс, 2015

Вырăнти влаçăн ĕне усракана хÿтĕлемеллех

«Сĕт туса илекен пĕчĕк хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен сутлăх хак пĕчĕк пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп.

4 Нарăс, 2015

Сĕт хакĕ чакать

ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен килти хуçалăхран сĕт мĕн хакпа пуçтарни тата ăна пухакансем çинчен информаци ыйтса илет. Январĕн 30-мĕшĕ тĕлне пухнă сводкăна пĕлтĕрхи декабрĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетнипе танлаштарсан чылай районта улшăну пур. Ăна тишкерер-ха.

Улатăр районĕнче 3 организаци çеç сĕт пухать. Пĕри хака 1-ер тенкĕ ÿстернĕ, иккĕшĕн декабрьти пекех /кашни кг - 17 т/.

Элĕк енре продукци пуçтаракансенчен пурте тенĕ пекех сутлăх сĕте - 2-шер, «Новый путь» ЯХПК 1-ер т йÿнетнĕ. Элĕксен хакĕ - 18-шар тенкĕ.

4 Нарăс, 2015

Конгресшăн савăнатăп

Иртнĕ шăматкун ЧР Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пулма тиврĕ

Аптриш вăл Конгреспа! Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ пĕр кăмăллă пулса, Чăваш Ен ертÿçисемпе пĕр чĕлхе тупса пысăк шанчăкпа йĕркеленĕскер, малтанах вăл Чăваш наци юхăмĕн, чĕрĕлĕвĕн хăйнеевĕрлĕ «Смольнăйĕ» пулса тăчĕ. Ĕç вĕресе кăна тăратчĕ çав «Смольнăйра!» Урнă тинĕсре ишекен «Раççей» ятлă вышкайсăр пысăк карап хумсемпе кĕрешет, вăл ăçталла ишни, малта ăна мĕн кĕтни никамшăн та паллă мар. Пĕрисем Совет Союзĕ арканчĕ пулсан, Раççей те арканатех теççĕ, çак «историллĕ процеса» васкатма тăрăшаççĕ. Хусанта лăпкă мар, Ĕпхÿре лăпкă мар, Чечняпа Кавказри ытти республикăсем пирки калама та кирлĕ мар.

4 Нарăс, 2015

Лаши май пушши, çÿпçи май - хупăлчи

Çак сăмахсем Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлтре пурăнакан Бариновсене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Сергей Егоровичпа Людмила Алексеевна пурнăç çулĕпе 50 çул пĕрле утаççĕ.

4 Нарăс, 2015

Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и?..

Сăнÿкерчĕкре: пĕрремĕш ретре - Николай Иванов, Юрий Сементер, Элиза Трифонова, Георгий Ефимов* иккĕмĕш ретре - Виталий Исаев, Николай Григорьев, Валентин Бурнаевский, Василий Петров, Вениамин Пехил.

Чăваш радиовĕн кăларăмĕсене ачаранпах кăмăллатăп. Ираида Канавичева хатĕрленисене уйрăмах. Опера юрăçисене халаллани-и е музыка ăстисен хайлавĕсемпе паллаштараканни-и - пурте витĕмлĕ те ăнăçуллă пулса тухаççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕн вăрăма тăсăлнă канăвĕ хыççăн ĕçе пуçтарăнаканскер хăй тĕллĕн вĕреннĕ Илья Степанов композитор кĕвĕленĕ юрăсенчен йĕркеленĕ концерта радиопа парасси çинчен пĕлтерсен тăпах чарăнтăм. Унăн пултарулăхĕпе те киленетĕп - вăл çут тĕнчене Шетмĕпе Çавал тăрăхĕнче килнĕрен кăна мар, хайлавĕсем чуна пырса тивнĕрен.

Pages