Archive - Кăрлач 2019 - Çамрăксен хаçачĕ

январь 24th

24 Кăрлач, 2019

Çамрăксем каяççĕ вĕренме… Мускава

Тăван килпе тата çемьепе вăхăтлăха та пулин уйрăласси пĕриншĕн — стресс, теприсемшĕн çĕнĕлĕх, аталанмалли майсем. Республикăри вĕрентÿ заведенийĕсенче тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксем пĕлÿ илеççĕ. Çав вăхăтрах чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ те çĕршыври хуласенче ăс пухать. Ют тăрăхра хăйсене еплерех туяççĕ-ши вĕсем? Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ? Чăваш студенчĕсемпе интернет урлă çыхăнтăм.

Хăйĕнпе вăл кăмăллă

январь 17th

17 Кăрлач, 2019

Сунара тухнă... йытăсем çине

Урамра çапкаланчăк йытă-кушака курсан ăна çăкăр татăкĕ ывăтса паратăр-и е пырса тапатăр-и? Лăпкăн сăнакан чĕр чуна мĕншĕн тĕкĕнмелле? Килсĕр-çуртсăр йытă-кушак пирки эпир çырман мар. Вĕсем çынна тапăннă тĕслĕхсене те, йывăр суранланса инкеке лекнисен шăпине те çутататпăр.

17 Кăрлач, 2019

Çутă ĕмĕчĕ пĕр самантра арканнă

Женя Александров пиччĕшĕпе пĕрле студент вăхăтĕнчех пĕчĕк ачасене ташă вăрттăнлăхĕсене вĕрентес тесе ятарлă клуб уçнă. Çамрăксем çулленех «ТНТ» телеканалти «Танцы» кăларăмăн кастингĕсене хутшăннă, номерсене яланах çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшнă. Мал курăмлă Евгенин çутă ĕмĕчĕсем пĕр самантра сÿннĕ.

17 Кăрлач, 2019

Мăрьерен тĕтĕм тухни курăнмарĕ

«Алена сире кĕртмесен те пултарать. Хапхине питĕрнĕ пулсан карта хушăкĕпе кĕрĕр. Эпĕ хам та ун патне пĕр кунхине çавăн пек кĕтĕм», — çапла вĕрентсе ячĕ пире Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин. Унăн сĕнĕвĕ пире, чăнах та, кирлĕ пулчĕ — кил хапхине тĕкĕленĕччĕ.

январь 10th

10 Кăрлач, 2019

Уявра савăнас вырăнне — куççуль

Çĕнĕ çул умĕн Шупашкар районĕнчи Янтура пурăнакан Любимовсен çемйинче пысăк инкек пулнă — вĕсем килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă. Раштавăн 23-мĕшĕнче тухнă пушарта мĕн пур пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Самантрах нимсĕр тăрса юлнă

10 Кăрлач, 2019

Артистсене вырăна лартаççĕ

Театрта мĕн чухлĕ вăрттăнлăх пытаннине эсир сиснĕ-и? Сцена çинче мĕн пулса иртни — унăн пĕчĕк пайĕ çеç, ыттине кураканран пытарнă. Декораципе костюмсене кам ăсталать? Спектакль пуçланиччен миçе сехет маларах хатĕрленме тытăнаççĕ?

10 Кăрлач, 2019

Тусем нихăçан та йăлăхтармаççĕ

Тинĕс е сăрт-ту? Шупашкарта пурăнакан Ксения Шепилева пĕр шухăшламасăрах юлашкине суйлĕ. «Тусем мана чылай çĕннине вĕрентрĕç. Сăрт-тăва е юрататăн, е çук. Кăмăлламасăр май çук паллах», — палăртать пике. Вăл спорт туризмĕпе кăсăкланать. Тулли рюкзак, ту çине анса хăпармалли ятарлă хатĕр-хĕтĕр… Вĕсемсĕр çула тухмасть хĕр. Нумаях пулмасть Ксения Чăваш Ен пĕрлештернĕ командин йышĕнче Кăркăсстанри Тянь-Шань тăва парăнтарса Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ.

Pages