Archive - Чÿк 2014 - Тантăш

ноябрь 6th

6 Чÿк, 2014

«Тантăш» 45 (4407), ноябрь, 6

Когда в семье царят дружба и понимание - то все невзгоды нипочем. Это подтверждает и семья Митрофановых, проживающая в деревне Ойкас-Яуши Вурнарского района. Подробнее - на 1-ой странице.

6 Чÿк, 2014

«Тантăш» 45 (4407), ноябрь (чÿк), 6

Çемьере туслăхпа ăнлану хуçалансан темĕнле йывăрлăха та çĕнтерейĕн. Çакна Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăшра пурăнакан Митрофановсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсемпе хаçатăн 1-мĕш страницинче паллашăр.

6 Чÿк, 2014

Пĕр ĕмĕтпе çунатланакансем

Этем пин-пин çул каяллах уçă тÿпе айĕнчен хÿтлĕхе куçнă, хăйне тата çемйине валли пурăнмалли вырăн тума пуçланă. Тахçан çынсем чул хăвăлĕсенче е çĕр пÿртсенче, çавăн пекех йывăç çинчи «пÿртсенче» пурăннă. Хальхи çуртсем мĕнлерех чаплă вĕт-ха. Строитель алли асамлă тейĕн.

Çак ачасене пĕр шухăш çывăхлатать - вĕсем пурте строитель пулма ĕмĕтленеççĕ. Кашниех ашшĕнчен тĕслĕх илсе унăн çулĕпе утасшăн, халăхшăн пархатарлă ĕç тăвасшăн.

6 Чÿк, 2014

Викăпа Валерия шкула кайма хатĕрленеççĕ

Виктория тата Валерия Митрофановăсем - çав тери туслăскерсем. Килес çул шкула кайма хатĕрленекен хĕрачасем сас паллисене пĕлеççĕ, çырма та тĕшмĕртеççĕ. Тепĕр чухне алла шурă хутпа ручка илсе хăйсен ячĕсене тăрмашса чĕркелеççĕ.

Pages