Archive - 13 Ноября, 2014 - Тантăш

Date
  • All
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
  • 18
  • 19
  • 20
  • 21
  • 22
  • 23
  • 24
  • 25
  • 26
  • 27
  • 28
  • 29
  • 30
Type

13 Ноября, 2014

Аттепе аннене пĕрремĕш хут курни асрах-ха...

Пысăк уяв çывхарса килнине шута илсе вĕрентекен ачасене «Юратнă анне» ятлă сочинени çырса килме хушрĕ. Çак сăмахсене илтсен Маша Конева йăл кулчĕ. Унтан хĕрача тарăн шухăша путрĕ.

13 Ноября, 2014

«Эпир сахаллăн, анчах тельняшкăпа»

«Эпир сахаллăн, анчах тельняшкăпа», - теççĕ хăшĕ-пĕрисем пĕчĕк йышпах курăмлă ĕç тума пултарасса шантарса. Хĕрлĕ Чутай районĕн- чи Штанаш шкулĕн-че вĕренекенсем те çапла калассăнах туйăнать. Пĕлÿ çурчĕ пĕчĕкех те мар пек. Илемĕ те хăйне евĕр.

13 Ноября, 2014

Кăкшăмăн вăрăм кун-çулĕ

Ăçтан тата хăçан килсе вырнаçнă-ха чăвашсем Сăрпа Çавал хушшинчи сĕм вăрмана? Историрен эпир çакна пĕлетпĕр: X ĕмĕр пуçла-мăшĕнче Атăлăн сулахай çыранĕнче Чулман Атăл (Кама) шывĕнчен кăнтăралла Пăлхар патшалăхĕ чăмăртаннă.

13 Ноября, 2014

Юркка тÿррĕн илсе каять...

«Ан хăра, мăнукăм...»

Тĕттĕм каç. Пÿртре тăрпасăр лампа çути аран çеç палăрать. Юркка койка çинче тутлă ыйхăра. Ун çумĕн-че ларакан Прокоп мучи вăхăт-вăхăтăн сисчĕвленсе таврари сасăсене тăнлать. Пĕчченшерĕн пени тата çынсем кăшкăрашни илтĕнет урамра. Унтан каллех шăп.

Сасартăк таçта бомба сирпĕнчĕ. Юркка шартах сикрĕ.

- Нимĕçсем... переççĕ... - терĕ те вăл аслашшĕне хул пуççирен тытрĕ.

- Çывăр, Юрочка. Ним те мар ку, ахаль çеç...

Пăшал сасси çине-çинех янăрарĕ.

- Асатте, атя вăрмана тарар, - Юрккан шикленĕвĕ вăйланчĕ.