Татьяна НАУМОВА

14 Нарăс, 2015

Йăхне пĕлмен Йăван пулас марччĕ

Командировкăсене час-часах çÿренĕ май тĕрлĕ çынпа курса калаçма тивет. Пĕрисем патĕнчен хавхаланса, хăпартланса таврăнатăн. Епле пултаруллă та хастар вĕсем! Тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Ĕçре те, килте те ĕлкĕреççĕ, таçта та çитеççĕ, темĕн те пĕлеççĕ. Ватăлма та, кулянса ларма та вăхăт çук маттурсен. Теприсем шалт! тĕлĕнтереççĕ. Çук-çук, кахаллипе, тирпейсĕррипе мар - чунĕсем нишленнипе: йăх-несĕлĕн кун-çулĕпе пачах кăсăкланманнипе, асатте-асаннене хисепе хуманнипе...

14 Нарăс, 2015

Ташă каçне - конькипе

Ĕнер çеç пулса иртнĕ пекчĕ, анчах та Хĕллехи Олимпиада уçăлнăранпа çулталăк иртрĕ. Çавăнтанпах Сочи пирĕн çĕршывшăн уйрăммăн палăрса юлать, чĕресенче ĕмĕрлĕх çырăнать. Раççей чи вăйлă çĕршыв иккенне тепĕр хут çирĕплетрĕ спорт уявĕ. Пирĕн Олимп чемпионĕсем 33 медаль çĕнсе илсе пĕтĕмĕшле рейтингра чи маттуррисем пулчĕç. Паралимпиадăна хутшăнакансем те вĕсенчен юлмарĕç.

7 Нарăс, 2015

Укçаллисене серепене сĕтĕреççĕ

Виçĕмкун РФ наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Евгений Барсуков журналистсемпе тĕл пулчĕ, 2014 çулти кăтартусемпе паллаштарчĕ.

Паянхи куна республикăри управлени наркотиксен çаврăнăшне тытса чарас ĕçĕ-хĕлĕпе ыттисен хушшинче ырă енпе палăрнине асăнма кăмăллă. Федерацин Атăлçи округĕнче 14 регионтан - 3-мĕш, Раççейри 78 субьект йышĕнче - 34-мĕш вырăнта вăл. Йышпа тунă преступленисене тытса чарассипе те 2-мĕш кăтартупа палăрнă тата ытти те. Ĕç курăмлăхĕ пурах. Çавăнпах рейтингпа паллаштарнинчен пуçларĕ-тĕр сăмахне Евгений Николаевич.

31 Кăрлач, 2015

Юнпа çырăннă кунсем

Кăрлачăн 27-мĕшĕ - Ленинграда блокадăран тĕппипех хăтарнă кун. Кăçал çак хулана пурнăç «кĕртнĕренпе» 71 çул çитрĕ. Историри чи юнлă осада 872 куна /1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕ - 1944 çулхи январь 27-мĕшĕ/ тăсăлать. Блокада вăхăтĕнче хулара 100 пин бомбăпа 150 пин снаряд çурăлать. Хулана тĕппипех çавăрса илнĕ вăхăта 500 пин яхăн çынна çеç эвакуацилесе ĕлкĕреççĕ. Унта тата 2,5 миллион çын юлать. Вĕсенчен 400 пинĕшĕ - ачасем. Блокада вăхăтĕнче 850 пин яхăн çын вилнĕ.

26 Кăрлач, 2015

Пакунлисем уява пухăнчĕç

Раççейре прокуратура тытăмĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 293 çул çитрĕ.

Уява пухăннисене ЧР прокурорĕ Владимир Метелин саламларĕ. Ĕçтешĕсене малашне те курăмлă та пархатарлă, тĕллевлĕ, хастар тăрăшма сунчĕ. Прокуратура ĕçченĕсем тăрăшни, пăлахая пеменни вара цифрăсенче те палăрать. Вĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев ирттернĕ хыççăнн 2014 çулта федераци саккунĕсене пăснă 40 пин ытла тĕслĕхе палăртнă. Çурри - 20 пинĕшĕ - çын прависене пăснипе çыхăннă. Вĕсене сирес тĕлĕшпе судсене 10 пин ытла тавăç тăратнă, саккунсăр 1784 право актне протестленĕ, 4136 представлени çырнă. 1311 должноçри çынпа юридици сăпатне административлă майпа айăпланă, 39 уголовлă ĕç пуçарнă...

Pages