Çĕнĕ садикре чăваш апатне хатĕрлеççĕ

24 Раштав, 2019

Паян Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура «Садовый» микрорайонта /Геннадий Айхи проспектĕнчи 21-мĕш çуртра/ 203-мĕш ача сачĕн виççĕмĕш корпусĕ уçăлчĕ. «Кубик-рубик» ятлă садике 240 шăпăрлан çÿрĕ.

«Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсене малашне те тăвăпăр. Çĕнĕ микрорайонсенче ача шучĕ ÿссе пынăран вĕсем тата кирлĕ пулĕç. Паян ак «Садовый» микрорайонта 4-мĕш садике уçрăмăр. Кунта тата 700 ача черетре-ха. Çавăнпа ку районта тепĕр 3 ача сачĕ хута ярăпăр. Çитес çулсенчех çĕнĕ шкул çĕклĕпĕр», - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич пухăннисене çĕнĕ учреждени уçăлнă ятпа саламланă май. Ашшĕ-амăшĕпе ачисемшĕн ку хăйне евĕр Çĕнĕ çул парни пулнине те палăртрĕ.

203-мĕш садикĕн заведующийĕ Вероника Хаямутдинова хăнасене «Кубик-рубикпа» паллаштарчĕ. Хăтлă та пысăк, çутă та илемлĕ вăл. Бассейн, апат-çимĕç блокĕ, музыкăпа спорт залĕсем, медицина кабинечĕ, робототехника центрĕ пур кунта. Ятарлă педагогсем ачасене чăвашла вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах тĕрĕс апатланма хăнăхтараççĕ. Хамăр тăрăхра çитĕнтернĕ таса çимĕç çитереççĕ. Паян вара ушкăнсенче ачасем хăйсем пысăк хăнасене чăваш наци апачĕсене — хуран кукли, пÿремеч, пĕлĕм — янтăласа çитерчĕç. Ашшĕ-амăшĕ республика, хула ертÿлĕхне пысăк парнешĕн чĕререн тав турĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас