Комментари хушас

25 Çĕртме, 2019

Медаль - Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен

Шкул аттестатне алла илни пĕр савăнтаракан, пĕр куççульлентерекен самант. Хыçра - ачалăх, умра - пурнăçăн анлă çулĕ. Çапах уява Чăваш Ен  Пуçлăхĕ килсен начарри пирки самантрах манатăн пулĕ?

Çак чыса Шупашкарти 4-мĕш лицей выпускникĕсем тивĕçнĕ. Паян, çĕртмен 25-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев асăннă пĕлý çуртне çитрĕ: "5" паллăпа çeç вĕреннисем унăн аллинчен ылтăн медале тивĕçрĕç. "Вĕренý тата экзаменсем хыçа юлчĕç. Малта - ытти тĕрĕслев", - терĕ Республика Пуçлăхĕ саламланă май. 4-мĕш лицей республикăра çeç мар, Раççeйре те малтисен ретĕнче пулнине асăнчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, кунта педагогсен, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн тýпи пысăк.

Лицей директорĕ Наталья Коновалова тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренý управленийĕн ертýçи Дмитрий Захаров выпускниксене аттестат тыттарчĕç, тĕрлĕ олимпиадăра, спортра палăрнисене те чысларĕç.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА..Автор сăн ýкерчĕкĕсем.

Рубрика: