Комментари хушас

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тин çеç алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Сăмах — Чăваш автономи облаçне туса хунине уявласси çинчен.

Республика кунĕпе пĕр килекенскерпе çыхăннă тĕп мероприятисем çитес çул Шупашкарта тата Хĕрлĕ Чутай райнĕнче иртĕç. Анчах ку ыттисем айккинче юлассине пĕлтермест. Ял кунĕсем, районсенчи праçниксем – Мускав таранах. Республика юбилейне халалланă мероприятисем пуçланнă теме те юрать ĕнтĕ. Творчество ушкăнĕсен пысăк делегацийĕ нумаях пулмасть Крыма, Севастополе çитсе килнĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионта та пулма тĕллев лартнă — уяв кăмăл-туйăмне инçетре пурăнакан йăхташсем те туйччăр. Тепĕр енчен, праçник юрă-ташăпа кăна асра юлмалла мар. Михаил Васильевич экономика пирки манма юраманнине те аса илтерчĕ: паллă куна ĕçри çитĕнÿсемпе, экономикăна хывакан инвестицисене пысăклатса кĕтсе илни вырăнлă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 
 

Исключить из Яндекс-Новостей: