Комментари хушас

27 Раштав, 2019

«Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тав хутне тивĕçнĕ

Ĕнер Правительство çуртĕнче республикăн патшалăх граждан службин тытăмĕн 2019 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетние эпир хамăр фоторепортажра пĕлтернĕччĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев патшалăхăн граждан служащийĕсемпе муниципалитетсен специалисчĕсене наградăсемпе хавхалантарнă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тав хутне илнисен хушшинче цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен отраслĕнче тăрăшакансем те пур. Вĕсен шутĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ Василий Кузьмин пуррине кăмăлтан палăртатпăр. Ăна «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетĕнче Чăваш Республикин патшалăх органĕсен порталне вырнаçтарма фоторепортажсем хатĕрлеме хастар хутшăннăшăн чысланă.

www.hypar.ru