Новости по теме

14 Авăн, 2020

«Раççей лидерĕсемпе» — тĕлпулу

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Правительство çуртĕнче «Раççей лидерĕсем» конкурсĕн супер финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Асăннă тупăшура мала тухнисем — тӑваттӑн: Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕ Дмитрий Арсютов, Илья Степанов предприниматель, ПАО «Сбербанк» даннăйĕсене тĕпчекен пай директорĕ Александр Гатин, «АББ Электрические сети» организацин операци ĕçĕсен управленийĕн ертÿçи Иван Казамбаев, Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков. 

14 Авăн, 2020

Ĕçсĕррисене кÿрекен пулăшăва вăйлатнă

Пандеми вăхăтĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва ЧР Ĕçлев министерстви тĕрĕслесех тăрать. Паянхи кун тĕлне республикăри 29064 çын биржăра тăрать, вĕсенчен 4,79% вăй питтисем. Çулталăк пуçланнăранпа 16444 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл шутра 263 сусăра.

14 Авăн, 2020

Чăваш юманĕ конкурса хутшăнать

«2020 çулхи Раççейри йывăç» конкурса чăваш юманĕ хутшăнать. Мăнаçлă çак йывăçшăн rosdrevo.ru сайтра сасăлама пулать.

Мăнаçлă йывăç Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче ÿсет. Унăн тăршшĕ – 24 метр, вуллин диаметрĕ – 182 сантиметр. Вăл 369 çулта. Чăваш юманĕн конкурсри номерĕ – тăваттă.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

14 Авăн, 2020

«Çавра сĕтел» иртĕ

Степан Шумков /вăл Стихван Шавли псевдонимпа çырнă\ çуралнăранпа авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче 110 çул çитет. Çав кун Чăваш Ен Наци вулавăшĕ «çавра сĕтел» ирттерĕ, ăна библиотекăн Ютуб-каналĕнче кăтартĕç.

14 Авăн, 2020

Росреестр йышăну ирттерет

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ РФ Президенчĕн Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртри йышăну пÿлĕмĕнче граждансене йышăнĕ.

Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене (хваттерпе пÿрте, çĕрпе гаража регистрацилес тата ытти те) Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева уçăмлатĕ. Çынсене вăл 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен пулăшĕ. Йышăнăва кайиччен 8 (8352) 62-22-33 тата 39-36-83 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа çырăнмалла.

14 Авăн, 2020

Мускаври специалист хутшăнĕ

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче нумаях пулмасть художество тата техника канашĕсем пухăва пуçтарăннă. Унта Мускаври Евгений Никоноров художник хутшăннă.

Çĕршывăн тĕп хулинчи специалиста «В стране Хахатании» спектакле лартма йыхравланă. Ĕçĕн авторĕ – театр ветеранĕ Зоя Никонорова. Спектакле театрăн илемлĕх ертÿçи, Юрий Филиппов режиссер-постановщик икĕ чĕлхепе: чăвашла тата вырăсла – хатĕрлесшĕн.

14 Авăн, 2020

Иркутскра чăваш апатне хатĕрленĕ

Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем хăйсем пирки ытти халăх çыннисене пĕлтерме тăрăшаççĕ. Иркутскри чăвашсен «Юлташ» наципе культура автономийĕ те (ертÿçи – Вероника Тимофеева) хастар.

Иркутск хулинче «Байкал тути» культурăсен диалогĕ» ятпа наци культурисен фестивальне ирттернĕ. Унта ытти халăхпа пĕрлех çав тăрăхри чăвашсем те хутшăннă. Вĕсем пыл ярса салат хатĕрленĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Вероника ТИМОФЕЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

14 Авăн, 2020

Прокурорăн заместителĕ пулма шаннă

Чăваш Енри прокурорăн заместителĕ пулма Виталий Семенченкăна çирĕплетнĕ.

Виталий Викторович 1977 çулта Ростов облаçĕнчи Таганрог хулинче çуралнă. Шалти ĕçсен министрествин Ростоври юридици институтĕнчен вĕренсе тухсан шалти ĕçсен органĕнче тăрăшма пуçланă. 2000 çултанпа Виталий Семенченко прокуратура тытăмĕнче ĕçлет. Аслă тĕпчевçĕрен прокурора çитнĕ. Чăваш Ене куçариччен вăл Ростоври Ворошилов районĕнчи прокурор пулнă.

www.hypar.ru

Pages