Новости по теме

17 Авăн, 2020

Культура эткерлĕхне шута илнĕ

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ 19-мĕш ĕмĕрте тунă шкула патшалăх кадастр учетне илнĕ.

Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнчи шкула 1886 çулта савăнăçлă лару-тăрура уçма тăван халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлев хутшăннă. Турă саккунне, çырулăха, вулама тата арифметикăна вĕрентнĕ пĕлÿ çурчĕ çулсем иртнĕçемĕн япăхма тытăннă. Харпăрлăх хуçи кам пулнине кăтартакан хутсем çухалнă. Çав вăхăтрах 1974 çулта çурта республика шайĕнчи историпе культура палăкĕ тесе йышăнни паллă. Апла пулсан ăна патшалăх упрама тивĕç.

17 Авăн, 2020

Промышленность тата энергетика министерствинче - кадр улшăнăвĕ

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен промышленность тата энергетика министрĕ пулма Евгений Герасимова шаннă. Хушăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пуснă.

Евгений Герасимов Воронежри «Масловский» индустри паркĕн коммерци директорĕнче ĕçленĕ. Унччен вăл «Четра-Промышленные машины» акционерсен уçă обществинче суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă, Çĕнĕ Шупашкарти «Дехим» обществăн учредителĕ тата директорăн заместителĕ пулнă.

17 Авăн, 2020

Чăваш çул çÿревçисен форумĕ иртĕ

Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш çул çÿревçисен пĕремĕш форумĕ иртĕ. Ăна республикăн наци библиотеки йĕркелĕ.

Чăваш çул çÿревçисен форумĕ 17 сехет те 30 минутра пуçланĕ. Унта хутшăнас текенсене çур сехет маларах регистрацилеме тытăнĕç. Çул çÿревçĕсем епле канни çинчен каласа кăтартнипе пĕрлех аякка тухса кайиччен шута илмелли вăрттăнлăхсене уçса парĕç. Хăйсен архивĕнчи хитре сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарĕç.

www.hypar.ru

16 Авăн, 2020

Олег Николаев должноçа официаллă майпа хăçан йышăнасси паллă

Тĕп суйлав комиссийĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене, сасăлавра Олег Николаев çĕнтернине çирĕплетнĕ. Çапла вара должноçа официаллă майпа йышăнмалли кăна юлать. Вăрах кĕтмелле пулмĕ — çав куна авăн уйăхĕн 22-мĕшне палăртнă. Вăл Оперăпа балет театрĕнче иртĕ.

16 Авăн, 2020

ЧР Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствинче брифинг иртрĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче Яруковсен çемйинче йыш хушăнчĕ: виççĕмĕш пепке Ульяна çут тĕнчене килчĕ. Халĕ асли Яна кĕçĕн класра пĕлÿ илет. Вăталăххи Аня ача садĕнче тавра курăмне аталантарать. Ачаллă çемьесене патшалăх укçа тĕлĕшĕнчен пулăшни тавра пĕр вĕçĕм çыратпăр. Çакна виçĕ хĕрача амăшĕ Олеся Ярукова та тĕслĕхсемпе çирĕплетме пултарать.

16 Авăн, 2020

Çĕнĕ МРТ аппарат туяннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ача-пăча клиника больницин ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта кăçал республика бюджечĕн укçи-тенкипе юсав ĕçĕсем ирттернĕ, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерекен МРТ аппарачĕ туяннă.

16 Авăн, 2020

Аркадий Айдака асăнса пухăннă

Паллă эколога, ял хуçалăх производствин пултаруллă ертÿçине, ЧР хисеплĕ гражданинне, РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Аркадий Айдака асăнса ЧР суту-илÿпе промышленноç палатинче «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта ЧР çут çанталăк министерствин ĕçченĕсем, паллă экологсем тата Аркадий Павловичăн юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем хутшăннă.

16 Авăн, 2020

Олег Николаев ача-пăча клиника больницин ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ача-пăча клиника больницин ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Кунта кăçал республика бюджечĕн укçи-тенкипе юсав ĕçĕсем ирттернĕ, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерекен МРТ аппарачĕ туяннă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

15 Авăн, 2020

Пысăк тĕллевсене пĕрле пурнăçлăпăр

Патшалăх Канашĕн паян иртнĕ 43-мĕш сессийĕнче депутатсем 16 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

Чи малатанах Альбина Егорова спикер ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева республика Пуçлăхĕн суйлавĕнче çĕнтернĕ ятпа саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Олег Алексеевич та сăмах илчĕ. Хăйне шаннăшăн пурне те тав тунă май вăл умри пысăк тĕллевсемпе паллаштарчĕ, вĕсене пурнăçламашкăн пурин те пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.

Pages