Новости по теме

13 Авăн, 2020

Пӗрле ӗҫлеме хатӗр

21 сехетре кандидатсем Пӗрлехи информаци центрӗнче журналистсен умне тухрӗҫ. Кашниех суйлавҫӑсене тав турӗ, сасӑлав уҫӑ, таса иртнине палӑртрӗ.

Кандидатсене экзитпол кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса черетпе сӑмах панине кура пухӑннисен умне юлашкинчен Олег Николаев тухрӗ. Вӑл ҫак суйлав хӑйне евӗр чикӗ пулнине палӑртрӗ, суйлава хутшӑннӑ кандидатсем малалла та пӗрле ӗҫлеме хатӗррине пысӑка хурса хакларӗ. Пӗрле пулсан вара, иккӗленмест вӑл, ӗҫ ӑнатех.

13 Авăн, 2020

Экзитполта Николаев ҫӗнтернӗ

ТСК ертӳҫи Александр Цветков суйлав участокӗсем хупӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Участоксенче сасӑсене шутлаҫҫӗ. Пирвайхи кӑтартусем ҫур ҫӗр тӗлнелле паллӑ пулӗҫ.

Социс-М компани ертӳҫи Дмитрий Борцов экзитпол кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Олег Николаевшӑн - 82%. Борцов каланӑ тӑрӑх, хальччен экзитпол тата суйлавӑн чӑн кӑтартӑвӗсен хушшинчи уйрӑмлӑх 1,5% ытла пулман.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

13 Авăн, 2020

Виҫӗ район малта

18 сехет тӗлне Елчӗк районӗнче суйлавҫӑсен 91% сасӑланӑ. Кӑтартусем ҫавӑн пекех Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи пысӑк.

Юлса пыракансем – пӗчӗк хуласем: Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр. Вӗсенче суйлавҫӑсен 36-38% сасӑланӑ. Ҫак кӑтартусене ТСК председателӗ Александр Цветков черетлӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

13 Авăн, 2020

50% ытла!

ТСК председателӗ Александр Цветков пӗлтерчӗ: 17 сехет ҫурӑ тӗлне суйлавҫӑсен 50,2% сасӑланӑ.

Елчӗк, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи суйлавҫӑсем уйрӑмах хастар.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

13 Авăн, 2020

16  сехет тӗлне - 47 процента яхӑн

16 сехет тӗлне республикӑра суйлавҫӑсен 47% яхӑн йышӗ сасӑланӑ. Ҫакӑн ҫинчен пӗрлехи информаци центрӗнчи пресс-конференцире Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пӗлтерчӗ.

Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене хальлӗхе шута илмен, анчах тивӗҫлӗ пӗлтерӳсем пур, вӗсене тӗрӗслеҫҫӗ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

13 Авăн, 2020

Чӑваш Енре пурӑнакансен 43 яхӑн проценчӗ суйлава хутшӑннӑ

12 сехет тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакансен 43 яхӑн проценчӗ суйлава хутшӑннӑ. Кун пирки ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков пӗлтерчӗ.

"10 сехетренпе хушӑм 3 процента яхӑн. Малта пыракансем – Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски районӗсем. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче кӑтартусем пӗчӗк".

13 Авăн, 2020

Икĕ сехетре 5 процент ÿснĕ

Суйлав участокӗсем уҫӑлнӑранпа виҫӗ сехет иртрӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков 10 сехет тӗлнехи кӑтартусемпе паллаштарчӗ.

Икӗ сехетре сасӑланисен шучӗ 5 процент ӳснӗ. Унчченхи пекех Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски районӗсем малта пыраҫҫӗ. Ку районсенче ҫак вӑхӑт тӗлне сасӑланисен шучӗ 70 процент урлӑ каҫнӑ.

13 Авăн, 2020

Икĕ кунта самай сасăланă

Паян, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленийӗн органӗсен депутачӗсен суйлавӗн виҫҫӗмӗш кунӗ: Пӗрлехи сасӑлав кунӗ. Пӗрлехи информаци центрӗнче ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков тата Общество сӑнавӗн штабӗн ертӳҫи  Дмитрий Донсков пресс-конференци ирттерчӗҫ.

Pages