Новости по теме

27 Чÿк, 2015

Чулхуларан килнĕ те - çакланнă!

Федерацин алкоголь рынокне йĕркелекен службин Атăлçи округĕнчи регион управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Чăваш Ене тĕрĕслевпе килнĕ. Кунта вара ăна коррупципе çыхăннă преступленишĕн тытса чарнă.

28 çулти Максим Томилин Шупашкарта алкоголь продукцийĕ туса кăларакан тата сутакан организацие тĕрĕсленĕ. Саккуна пăснине тупса палăртнă. Кунашкаллишĕн яваплăх çирĕп - организацие административлă майпа айăпласа 1 млн таран тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Томилин вара çак «кăлтăка» курмăш тума пултарасси пирки систернĕ. Паллах, ахаль мар, «200 пин тенкĕ парăр та...»

27 Чÿк, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра ăмăр çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр çăвать. Паян кăнтăрла 1-6 градус сивĕ, каçхине 5-10 градус сивĕ пулать. Ыран, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, кăнтăрла - 2-4 градус сивĕ, каçхине - 2-8 градус сивĕ. Çил çурçĕр енчен 7-12 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 1 градус ăшă тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0 градус. Хĕвел ирхине 7 сехет те 55 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 25 минутра анать. Кун тăршшĕ - 7 сехет те 30 минут.

26 Чÿк, 2015

Ача-пăча туризмĕ - пĕлтерĕшлĕ ыйту

Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршывра ача-пăча туризмне вăйлатасси çине пусăм тума тытăнчĕç. Ку ыйтăва РФ Правительствин шайĕнчех тĕрĕслесе тăраççĕ. Тепĕр çул ятарлă проект та хута каймалла. Çавна май паян Чăваш Ене РФ ача-пăча туризмне аталантарас енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн членĕ, «Интерс» пĕрлешÿ гендиректорĕ Татьяна Козловская ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Çулçÿрев тĕллевĕ - экскурсисемпе туризм маршручĕсем йĕркелемелли обьектсемпе паллашасси.

26 Чÿк, 2015

Пике çула пÿлсен

Хăрушсăрлăх тата ОНКпа çыхăнса ĕçлекен комиссин председателĕн çумĕ, РФ Общество палатин çамрăксен пуçарăвĕсене пурнăçлама пулăшакан комиссин членĕ Дмитрий Чугунов Шупашкарта икĕ кун пулнă. Пирĕн тăрăха вăл пĕрремĕш хут çитнĕ.

26 Чÿк, 2015

Таджикистанра çапăçнисем валли

РФ Патшалăх Думи «Ветерансем пирки» федераци саккунне улшăнусем кĕртнĕ. 1992-1997 çулсенче Таджикистанри хирĕç тăрура пулнă çынсем те халĕ çар çапăçăвĕсене хутшăннă ветеранăн статусне илме пултараççĕ.

26 Чÿк, 2015

Елчĕк паттăрĕсем

Тутар Республикинче йывăр атлетика енĕпе Раççей кубокĕ вĕçленнĕ. Унта 69 регионти 30 çултан аслăрах 180 ытла спортсмен хутшăннă.

Пирĕн республика чысне Елчĕк районĕнчи Илья Ишмуратов тата Юрий Балтаев хÿтĕленĕ. Вĕсем хăйсен виçе категорийĕсенче призерсем пулса тăнă. 108 килограмм таяканнисен йышĕнче Илья Ишмуратов кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, Юрий Балтаев вара кÿршĕ республикăран бронза медальпе таврăннă.

25 Чÿк, 2015

Йăлтах - сывлăха упрассишĕн

Паян ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе çыхăннă Патшалăх комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова массăллă информаци хатĕрĕсенче сывă пурнăç йĕркине сыхлас ыйтусене епле çутатни пирки пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр пичет кăларăмĕсенче пурĕ 1812 материал кун çути курнă. Телевиденире те, радиора та чылай кăларăм эфира тухнă.

Pages