Кун хыççăн кун

28 Нарăс, 2020

Чакман минимума халь саккун хÿтĕлет

Патшалăх Канашĕн паян уçăлнă черетлĕ вăтăр саккăрмĕш сессийĕнче депутатсем теçетке ытла саккун проектне тишкерсе йышăнчĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

28 Нарăс, 2020

Ачасем вăрçă постановки хатĕрлĕç

Президент гранчĕсен фончĕ конкурс пĕтĕмлетнĕ. Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулти «Берет» çарпа патриотлăх кулубĕ çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

28 Нарăс, 2020

Александр КУЗНЕЦОВ: Ĕмĕрĕпех кунта пурăннă пек

Начарринче те лайăххине тупма пĕлет вăл. «Çапла пулмалла та пурнăçра», — ĕнентерет çавăнтах. Сăмахăм Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов çинчен.

27 Нарăс, 2020

Нацпроектсем тимлĕх ыйтаççĕ

Наци проекчĕсем республикăра ăнăçлă пурнăçланаççĕ теме хăнăхнă та — ку енĕпе самай пысăк çитменлĕхсем пурри пирки влаçсем уççăн каласса журналистсем те кĕтменччĕ пуль. Шăпах вĕсем тавра кĕçнерникун ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче çивĕч калаçу пулчĕ.

27 Нарăс, 2020

Таврари илеме куçпа курмасан та чунпа туять

Галина Никитина çынсем каланинчен çеç пĕлет: тÿпе янкăр кăвак, çуркунне тавралăх ешерет, кĕркунне ылтăн тум тăхăнать. Унсăр пуçне... çулталăкăн кашни вăхăчĕ уйрăм шăршăпа палăрать. Таврари илеме куçпа курайманшăн Галина ÿкĕнмест, чи кирли — ăна чунпа туять. Пурнăç парнеленĕ амăшĕпе ашшĕне, чи çывăх çынни вырăнĕнче пулнă аппăшне Эльзăна курса савăнма шăпа пÿрмен хĕре. Вăл суккăр çуралнă...

Хумхантаракан тĕлпулу

Pages